Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сыхлăх ытлашши мар

Сыхлăх ытлашши мар

Террора хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине Елчĕк районĕнчи полици пайĕ пысăк тимлĕх уйăрать.

Ку енĕпе çулсеренех ятарлă план хатĕрлетпĕр. Граждансене тимлĕхе ÿстерме хистесе информаципе пропаганда ĕçĕсем пурнăçлатпăр. Çын йышлă çÿрекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе хăна çурчĕсене, общежитисене, ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан вырăнсене, вĕсем ĕçлекен предприятисене, хăрушлăх кăларса тăракан объектсене тĕрĕслесех тăрасси те йăлара.

Ку енĕпе çул-йĕр инспекторĕсем те яваплăха туйса ĕçлеççĕ, иккĕлентерекен транспорт хатĕрĕсене чарса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Терроризмран сыхланас енĕпе общественноçа та пысăк яваплăх туйма ыйтасшăн. Юлашки вăхăтра ялсене ытти вырăнтан пĕр-пĕр тăванĕ патне килекен çынсем нумайланчĕç. Вĕсем регистраци тумасăрах пурăнма пултараççĕ. Килнĕ çынсем мĕнле шухăшлă пулнине никам та пĕлмест. Çавăнпа та çывăхра ют çынсем пурăннине, урамра палламан иккĕленÿллĕ çынсем çÿренине асăрхасан çакăн пирки полици пайне е миграци службине пĕлтерме ыйтатпăр.

Н.БАЙДУГАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code