Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялавсенче — истори

Ялавсенче — истори

Редакцине çак кунсенче Кушкăра пурăнакан Илья Матвеевич Трофимов кĕрсе тухрĕ. Хастар та типтерлĕ ватă хăйĕн архивĕнче упранакан икĕ ялав илсе килнĕ.

— Кĕçех Комсомол çуралнă кун çитет. Комсомол юхăмĕ пирĕн вăхăтри яш-хĕрсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлчĕ. Çамрăклăха хаваслă та усăллă ирттерме, пурнăçра хамăрăн вырăна тупма пулăшрĕ вăл, — аса илет çав çулсене Илья Матвеевич.

Пĕр ялавне 1967 çулта тивĕçнине каларĕ. Ленин орденлĕ «Победа» колхозри комсомол организацине ВЛКСМ Чăваш обкомĕ Аслă Октябрьти революци 50 çул тултарнă тĕле ĕç вахтинче çĕнтернĕшĕн панă. Вăл вăхăтра Илья Трофимов хуçалăхри комсомол комитечĕн секретарĕнче тăрăшнă. Теприне комсомолецсемпе çамрăксен чи лайăх коллективĕ пулнипе тивĕçнĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Илья Трофимов 55 çул каялла панă ялавпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code