Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Чи лайăх спортсменка

Пирĕн ентеш Полина Андреева (Кавал) çĕршывра йывăр атлетика енĕпе чи лайăх спортсменка пулса тăнă.

Вăл республикăри Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн тата Шупашкарти В.М.Краснов ячĕллĕ олимп резервĕсен училищин вĕренекенĕ. Раççей спорт мастерĕ. Полина çак ята пĕлтĕрхи кăтартусен рейтингĕ тăрăх тата медальсемпе спортри рекордсен шутне кура тивĕçнĕ.

«Салтака — ăшă»

Çак ятпа йĕркеленĕ акци муниципалитет округĕнче вăй илсех пырать.

Шуршу ялĕнче пурăнакансем ялти клуб заведующийĕ Антонина Павлова ертсе пынипе 35 мăшăр ăшă чăлха-нуски хатĕрленĕ. Çавăн пекех куллен пухăнакан укçа-тенкĕпе салтаксем валли ăшă япаласем те туянма палăртнă кунта.

Уявра савăннă

Кĕçĕн Таяпари культура çуртĕнче Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă уяв иртнĕ.

Кĕçĕннисене тата вĕсен ашшĕ-амăшне территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Ильина саламланă. Уяв хуçисем хăйсене тĕрлĕ конкурсра тĕрĕсленĕ, юрласа-ташласа киленнĕ.

Фестивале, кỹршĕ региона

Тутарстанри Пăва хулинчи Халăхсен туслăхĕн культура керменĕнче вырăнти «Уяв» халăх фольклор ансамблĕн 10 çулхи тапхăрне халалласа фестиваль иртнĕ.

Унта тĕрлĕ регионтан вунна яхăн коллектив тата уйрăм юрăçсем хутшăннă. Йыхрава Елчĕксем те хапăл тунă, Тỹскелĕнчи «Шуçăм», «Тускил» ансамбльсем, Лаш Таяпари «Сударушки» ушкăн, Юрий Кашкăрпа Елизавета Казначеева куракансене хаваслă юрă-кĕвĕ парнеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code