Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Атте сарайĕ

Атте сарайĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Елчĕк тăрăхĕнчи ялсенче ĕçленĕ ăста платниксене асăнса…

Республика тулашĕнче вахта мелĕпе ĕçленипе час-часах çула тухма тивет. Ĕçе вĕçлесе тăван ене килесси вара чăн-чăн уява çаврăнать. Поездпа е автобуспа таврăнатăн-и — тăван ен туртăмĕ, çул кĕскелсе пынă май, вăйлансах пырать. Вăхăта васкатса, хăвăртрах Чăваш Ене, унтан Елчĕк тăрăхне, тăван яла çитес килет.

Район территорине хăш енчи çулпа — Пăва енчен-и е Патăрьелпе Каçал тăрăхĕнчен, пырса кĕрсен те — пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать. Ытларах уй-хирсем савăнтараççĕ. Çу кунĕсенче сип-симĕс вĕсем, кĕр енне — сап-сарă, хура кĕркунне сухаланса хура тум тăхăнаççĕ. Хĕлле вара шап-шурă юрпа пĕркенсе çурхи кунсем килессе кĕтеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕнче 20 çул ĕçленĕ Николай Миллин ял хуçалăх çĕрĕсем çинче тĕш тырă, ытти тĕрлĕ продукци туса илессине, вĕсен продуктивлăхне ỹстерессине тĕп вырăна хурса тăрăшрĕ. Çĕр-аннемĕре пĕтĕмпех пăхăнса акăнса, пуçтарăнса тăраççĕ анлă уй-хирсем.

Чăннипех те туртать хăйĕн енне Елчĕк ен. Унта çитсен Акчел ялне часрах çитес килет. Мĕншĕн тесен тăван ялта, хăйĕн патне йыхăракан тĕп килсĕр пуçне, тепĕр асамлă вырăн пур. Пирĕншĕн, Петр Сардаевăн Саша, Виталий, Слава ывăлĕсемшĕн, ĕмĕрлĕхех çакăн пек хăтлă вырăн пулса тăчĕ атте сарайĕ.

— Асту, аçу сарайне ан кĕр, унти япаласене санăн тытмалла мар, — тесе калатчĕç мана аслисем.

Эпĕ вара çак сарай алăкĕ çине час-часах пăхса илеттĕм.

— Мĕн пур-ши унта? Мĕнле асамлăх пытарăннă-ши? — тесе шухăшлаттăм.

Ỹссе çитĕннĕ май хăюлăх çитертĕм çак алăка уçма.

Пурнăç çулĕсем улттăмĕш теçеткене ваклама пуçларĕç пулин те паянхи пек астăватăп çав саманта.

Аслисем килте çук вăхăтра васкамасăр алăка уçрăм. Чăннипех те тĕлĕнмелле, типтерлĕ сарайра тĕрлĕ йышши платник хатĕр-хĕтĕрĕ упранать. Атте куллен усă куракан инструментсем. Ячĕсене пĕлмесен те пĕрин хыççăн теприне алла илсе çавăркаласа пăхрăм, каялла хăйсен вырăнне хурса пытăм. Пĕрремĕш хут пăтана мăлатукпа пукан çине çапса кĕртрĕм. Ун хыççăн çак пукан çинчех пуртăна лартса пăхрăм. Хам çапнă пăтанах лектернĕ иккен.

Атте ĕçрен килсен пуртти çинче пăта йĕрĕсем курчĕ те: «Пăтана пуртăпа тепĕр майлă çапмалла», — терĕ.

Каярахпа пăта çапасси, хăма касасси, пуртăпа чутласси манăн юратнă вăйăсем пулса тăчĕç. Мĕн кăна ăсталаман-ши эпир шăллăмпа?! Юнашар урамри ачасем пирĕн пата эпир тунă теттесемпе выляма килетчĕç…

Çу кунĕсенче пичче, аппасем (эпир 6 пĕртăван) «Прогресс» колхозăн уй-хирне утă-улăм пуçтарма çỹретчĕç. Манăн та, 3 класс пĕтернĕ ачан, вĕсемпе пĕрле хутшăнса ĕçлес шухăш çуралчĕ. Анчах та мана: «Сана валли сенĕк çук», — терĕç. Пĕлетĕп, кĕлетре авăрсăр çĕнĕ сенĕк пуррине.

Тепĕр кунне, аслисем ĕçе кайсан, шăллăмпа иксĕмĕр, атте хатĕрлесе хунă брусокран авăр тума шутларăмăр. Савалатпăр, савалатпăр та, хамăрăн пĕчĕк алăсемпе тытса çавăркаласа пăхатпăр. Алла кĕмест, хулăн пек, татах савалатпăр. Хатĕр пулчĕ пек туйăнчĕ те авăра сенĕк çине лартма шутларăмăр. Вăш! турĕ те тухса кайрĕ пирĕн авăр сенĕк шăтăкĕ витĕр. Алăсем пĕчĕк пулнă пулĕ çав сенĕк авăрĕ валли. Кун вĕçĕнче, атте ĕçрен килсен, пире вăрçать тесе хатĕрленсе çỹрерĕмĕр.

— Ну, мĕн саваларăр-ха паян? — терĕ сарай умĕнче юлнă турпаса асăрхаса.

Эпĕ пытарса хунă сенĕк авăрне кăтартрăм. Атте авăра куç хĕррипе пăхса илчĕ, çавăркаласа пăхрĕ.

— Аннỹ муттик авăрĕ тума каланăччĕ. Çавă пулчĕ ĕнтĕ ку. Лайăх саваланă, маттур, — тесе пуçран аллипе шăлчĕ.

Тĕлĕнмелле пулчĕ — пире вăрçас вырăнне мухтанине илтме.

Кашни вахтăран таврăнмассерен атте сарайне кĕме май тупатăп. Халĕ ĕнтĕ ĕçсем пулмасан та вăхăт кунта асаилỹсенче иртет. Атте каласа панисем асăмран каймаççĕ…

1956 çулта, вăй кĕрсе пыракан Петьăна, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă (хăрах ури протез) Порфирий Кириллович Игнатьев йывăç çурт ĕçлеме чĕннĕ. Пĕлнĕ аманнă паттăр салтак: камăн ашшĕ-пиччĕшĕ вăрçăран таврăнайман, вĕсен ачисене май килнĕ таран пулăшмалла, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлемелле. Шел, пирĕн асатте, Афанасий Александрович Сардаев, 1942 çулта Калуга тăрăхĕнче пынă хаяр çапăçусенче хыпарсăр çухалнă. Аттен пиччĕшĕ те, Василий Афанасьевич, çак тăрăхри çапăçусенче аманса госпитальте вилнĕ. Фронтовиксене аса илнĕ май, кукаçине те ырăпа асăнни вырăнлă пулĕ. Илья Кузьмич Миллин вăрçăран хăрах урасăр таврăннă. Çапах та иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче хăмаллă е улăм витнĕ пỹрт тăррисене шăвăç-тимĕрпе улăштарма пуçласан, йывăрлăха пăхмасăр, Магнитогорск, Новокузнецк хулисенчен çак хура тимĕре Канаша çити контейнерпа, унтан Елчĕке лаша лавĕпе çитерме пултарнă вăл.

Малтанхи кунсенчех атте тăрăшулăхне кăтартнă. Ăста ĕçне кăмăлласа, ытларах вĕренсе пĕлме тăрăшнă вăл. Çулсем иртнĕ май вĕсем ĕçленĕ пỹртсен, хуралтăсен шучĕ те ỹссех пынă.

Пирĕн тăрăхра ỹсекен вăрман сахал. Çавăнпа та иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчен пуçласа çурт тунă çĕрте кирпĕчпе усă курма пуçланă. Шалти стенасене Элекçей Тимешри, тултисене Çĕнĕ Шупашкарти силикат завочĕсен кирпĕчĕпе купаланă. Ялсен сăн-сăпачĕ те улшăнса хитреленме пуçланă. Хăйсен кил-çуртне ытларахăшĕ кирпĕчрен купаласа çĕнетнĕ. Астăватăп, Акчел ялĕнче çу кунĕсем çитичченех кану кунĕсенче камсем хуралтă е çурт купалассине, никĕс ярассине йышăнса хуратчĕç. Черетпе пĕр çурт хыççăн тепри çĕкленсе ларатчĕ çапла. Шавлă иртетчĕç çак самантсем. Ытларах нимелле (ял халăхĕпе тăвансем пуçтарăнса) ĕçленĕ. Çурта купаласан, стенасем типсен малалла ĕç пултаруллă ăстасен аллине куçнă. Кашни ялтах ылтăн алăллă платниксен пĕчĕк ушкăнĕсем вăй хунă. Акчелĕнче Петр Афанасьевич хăй ушкăн йĕркелерĕ. Элекçей Тимешĕнче пĕртăван Антоновсем, Аслă Елчĕкре темиçе ушкăн та пуçтарăннă: пĕртăван Ореховсем, Анатолий Амасев, Çĕнĕ Пăвара Вениамин Зайцев, Лаш Таяпа тăрăхĕнче Василий Князев, Тĕмерте Анатолий Муллин ушкăнĕсем палăрса тăнă. Вăй питти арçынсен пуртă-пăчкă ĕçĕнчи хастарлăхĕ иксĕлмен. Кашни ушкăн хăйĕн почеркĕпе палăрнă. Акчелсен пỹрт карнисĕн хăми çине тĕрĕлесе «черви» касса кăларатчĕç, пỹрт çамки çине çăка хăмаран каснă мăшăр кăвакарчăн лартса хăваратчĕç. Çак килте килĕшỹллĕ, пурлăхлă пурнăç пултăр тенĕ вĕсем. Юнашар ялсенче урампа пынă май çурт çинче Акчелсен почеркне — «черви» каснă карнис — курсан чун хĕпĕртет.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Виталий САРДАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code