Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратнă çĕре тарпа шăварнă

Юратнă çĕре тарпа шăварнă

Юлашки вăхăтра ялсем ватăлса пынине пурте куратпăр ĕнтĕ. 20 çул каярах Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 330 хуçалăх пулнă. Вĕсенче 1200 çын пурăннă пулсан, халĕ пурăнман пушă çуртсем çулсерен ỹссе пынине кура çынсем те сахалланса пынине куратпăр. Ял пенси çулĕсенчи ватăсенчен тытăнса тăрать тесен те йăнăш пулас çук. Вăрăм ĕмĕрлисенчен ытларахăшĕ — хĕрарăмсем. Иртнĕ çул 5 хĕрарăмпа 1 арçын 90 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç. Кăçал 4 паттăр чăваш хĕрарăмĕ: В.Дементьева, М.Диомидова, А.Сверчкова тата М.Портнова 90 çул тултараççĕ. Ĕçпе авăнса, тарпа çăвăнса çăкăр туса илес ĕçре вăй хунă, йышлă ача-пăча ỹстернĕ вĕсем.

Паянхи сăмахăм Вера Петровна Дементьева çинчен пулĕ. 1932 çулхи авăн уйăхĕнче, Петр Антоновичпа Александра Леонтьевна Кошкинсен йышлă çемйинче кун çути курнă вăл. Вера вĕсен 7-мĕш ачи. Маларах çуралнă 3 хĕрĕпе ывăлĕ çамрăклах чирлесе вилнĕрен, пĕчĕк хĕре çемье хаваспах алла илнĕ. Кошкинсен Луиза ятлă хĕрĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулайман, 27 çултах леш тĕнчене куçнă. Миша ывăлĕ салтак службине кайсан унтах юлма кăмăл тунă, офицер пулнă, Украина хĕрĕпе пĕрлешсе 6 ача çуратса ỹстернĕ. Ĕмĕрне Литвара пурăнса ирттернĕ, 90 çула çитсе вилнĕ, вăл унтах канлĕх тупнă. Кĕçĕнни — Николай хĕсметре чухне нимĕç хĕрĕпе пĕрлешнĕ: 3 ача çуратса ỹстернĕ, Омск хулинче тĕпленсе пурăннă, ăна та ачисем унтах пытарнă. Йышлă çемьерен Вера аппа анчах тăван ялта пурăнать.

1941 çулта сасартăк ашшĕ вилсе каять. Тепĕр 2 çултанах амăшĕ те ачисемпе сывпуллашать. Миша тетĕшĕ вăрçа тухса каять. Кольăпа Вера хăр тăлăх тăрса юлаççĕ. «Тăван тăварпа пиçнĕ», — теççĕ халăхра. Ашшĕн тетĕшĕ Панчук тăлăхсене хăй хỹттине илнĕ. Пĕр çемьере 12-ĕн, пĕр сас-хура кăлармасăр 5 çул хушши килĕшỹпе пурăнаççĕ. Çамрăклах çитĕннисемпе тан ĕçлеççĕ аппăшĕпе шăллĕ.

Пăрчăкан пек чĕрĕ, чĕкеç пек ĕçчен хĕре 16 çултах звеньевой пулма çирĕплетеççĕ. 7 çултан пуçласах колхоз хирĕнче ĕçпе пиçĕхнĕ хĕр хирĕçлемест. «Мĕнле ĕç кăна туман-ши ача çулĕсенчех, — аса илет Вера аппа: вир çумланă, пучах пуçтарнă. Манăн ура пусман çĕр те çук пулĕ ял хирĕнче. Аслăрах çулхи хĕрарăмсем хавхалантарма та пĕлетчĕç: эсĕ пиртен те правуртарах ĕçлетĕн тетчĕç. Хĕллехи вăхăтра пир тĕртнĕ, ăна çурхи юр çинче шуратнă. Çулла, типсе çитсен ăна çапнă, кĕпе-тумтир çĕлеме хатĕрленĕ».

Çурлапа мĕн чухлĕ тырă вырман-ши тата? Василий Зайцев председатель çыхнă кĕлтесене пỹрнепе йăтса пăхса унăн чăтăмлăхне тĕрĕсленĕ. Саланса каймасан мухтаса хăварнă. Кĕлтесене йăтса салтак тунă. Пĕр салтак купине 25 кĕлте вырнаçтарнă. Типсе çитсен 100 кĕлтерен çĕмел тунă. Ку ĕçе ăста та тирпейлĕ тума Валентина Столярова вĕрентсе пынă. Ку вăхăтра ĕçе ирхине 3 сехетренех пуçăннă. Сулхăнра пучахсем çурлапа лайăх касăлнă. Çурласене, паллах, шăллаттарсах тăнă. Каç сĕмĕ çапичченех ял-йыш хирте пулнă. Ял çывăхĕнче вырнă чухне, кĕтỹ кĕнĕ вăхăта, хăшĕсем килĕсене кайса килнĕ.

Кашни хĕрарăма каçалăк виçсе панă. Каярахпа лаша кỹлсе жнейкăсемпе вырма тытăннă, кĕлтене пуçтарса алăпа çыхнă. Тулăпа сĕлле сурат тунă, сурата 100 кĕлте вырнаçтарнă. Çумăр çуса йĕпетсен ăна салатса типĕттернĕ.

Хăмăл çăлса йĕтем варри тутарнă, шыв сапса лашапа таптатнă хыççăн вăл яп-яка пулнă. Кĕлтесене кунта турттарса килсе тăпачăсемпе çапнă. Йывăç кĕреçесемпе сăвăрса тасатнă тырра михĕсене тултарса кĕлетсене упранма ăсатнă. Пăрçана молотилкăпа çапнă. 6 лаша кỹлсе тăратнă, 3-ĕн лашасене хăваланă — молотилка çапла ĕçленĕ. Хĕллехи вăхăтра алăпа çавăрса сортировка тунă, пысăк аласемпе алласа акма таса вăрлăх хатĕрленĕ. Çынсене килĕрен валеçсе парса пăрçа, вир суйласа тасаттарнă. Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоз çав çулсенче В.Зайцев ертсе пынипе çитĕнỹсем тума пуçланă. Хуçалăхра туса илнĕ тыр-пула фронта ăсатса Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Пĕтĕм йывăр ĕç хĕр ачасемпе амăшĕсем çине тиеннĕ. Вăрман касса турттарма çара юрăхлă пулайман арçынсем, хĕр упраç та çỹренĕ. Тумтирĕ ăшă пулманран, çурма выçă пулнăран Вера аппан аппăшĕ те çамрăклах çĕре кĕнĕ. Вăйă-кулă, юрă-ташă сасси илтĕнмен ку вăхăтра ялсенче. Вăрçă чарăннă хыççăн анчах çамрăксем урамалла туртăннă. Самани йывăр пулсан та, çемьесем йĕркеленнĕ, халăх çăкăр çиме пуçланă. Тыр-пул пуçтарнă вăхăтра колхоз столовăйĕсем ĕçлеме тытăннă, пĕчĕк ачасем валли уйрăм килсенче ясли-сад уçса панă. Куллен ĕçе çỹрекенсемшĕн çакă пысăк пулăшу пулнă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

З.ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи,
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code