Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар ретне тăраççĕ каччăсем

Çар ретне тăраççĕ каччăсем

Елчĕк округĕнче призыв комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Пулас салтаксем çара кайма повесткăсем илнĕ.

Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов палăртнă тăрăх, призывник хăш çар чаçне миçемĕш числора, мĕн вăхăтра çитессине малтанах палăртса хураççĕ.

Комисси председателĕ — Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пулас салтаксене çарта округ ятне çỹлте тытма ăнăçусем суннă.

— Çĕршыва хỹтĕлесси таса тивĕç. Çак сăваплă тивĕçе пирĕн ентешсем яланах чыслăн пурнăçлаççĕ. Эсир те ырă традицине малалла тăсăр.

Кăçалтан повесткăсене 18 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи çамрăксемпе арçынсем илеççĕ. Призыв çулне ỹстермелли саккун 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ. Призыв вăхăчĕ малтанхи евĕрех пĕр çулпа танлашать. Çар комиссариачĕн работникĕсем служба вырăнĕпе, ăна хăш çарсенче ирттерессипе çыхăннă ыйтусене татса панă чух призывниксен сĕнĕвĕсене те тĕпе хураççĕ. Çурхи призыв тапхăрĕ 2024 çулхи июлĕн 15-мĕшĕччен пырать. Енчен те призывпа çыхăннă ыйтусем пулсан 8-(83539) 5-13-32, 8-(83539) 5-12-42 номерсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code