Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни çемьене — вăхăтлă пулăшу

Кашни çемьене — вăхăтлă пулăшу

Мобилизациленнисен, хăйсен ирĕкĕпе тата контракт мелĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем валли федераци шайĕнче палăртнă çăмăллăхсемсĕр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетнисем те пур. Çак шута ачасене шкулта икĕ хутчен тỹлевсĕр вĕри апат çитерни, садике, хушма вĕрентỹ заведенийĕсене, спорт учрежденийĕсене çỹренĕшĕн тивекен тỹлевсенчен хăтарни, пĕчĕклетнĕ процентлă ипотека, ЧР Пуçлăхĕн стипендине пани кĕреççĕ. Çăмăллăхсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 400 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă.

Пуçлăх хушăвĕсем тỹрех вăя кĕреççĕ, çынна паян мобилизациленĕ пулсан — ыранах унăн ачисене тỹлевсĕр апат çитерессине, ытти пулăшусемпе туллин тивĕçтерессине ĕçе кĕртмелле. Пирĕн районта мобилизаципе çар ретне тăнă çемьеллĕ салтаксен 34 çемйи шутра тăрать, вĕсенче 46 ача çитĕнет. Çемьесене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерессине те пăхса хăварнă. Мобилизациленнисен ватă ашшĕ-амăшне, тăванĕсене пăхма социаллă ĕçченсене çирĕплетес, мăшăрĕсене професси пĕлĕвĕ илме, квалификацие улăштарма, пособисемпе тỹлевсен докуменчĕсене хатĕрлеме, хуçалăха газ кĕртме компенсаци парса пулăшассине те ĕçе кĕртĕç.

Мобилизациленнисем çар ĕçне вĕренекен чаçсене экипировкăсем кайса парасси те вăйра. Сăмах май, халăхăн пĕр пайне мобилизациленипе, çар çыннисен çемйисем çинчен палăртнă çăмăллăхсемпе çыхăннă ыйтусене «122» телефонпа шăнкăравласа уçăмлатма пулать, çавăн пекех help21.ru сайт урлă çыхăнма май пур.

Ятарлă çар операцийĕсенчен таврăнакан салтаксемпе офицерсене тивĕçлĕ медицина тата социаллă реабилитаци пулăшăвĕ парасси те вăйра пулĕ — республикăри 14 медучрежденире реабилитаци витĕр кăларĕç, пациентсене «Надежда» санаторие сипленме ярĕç.

Хĕсметрен таврăнакан салтаксемпе офицерсене тата вĕсен çывăх çыннисене психологсем те пулăшĕç. Ку енĕпе республикăри 62 психолог пĕлĕве тарăнлатнă.

Халăхăн пĕр пайне мобилизацилессипе, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене хăвăрт татса пама, оборона промышленноçĕн предприяти-организацийĕн, транспорт ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне тытса пыма РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн республикăра оперативлă штаб туса хунă.

Л.МОРОЗОВА,
халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен районти центрĕн ертỹçин ĕçĕсене пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code