Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушартан сыхланар

Пушартан сыхланар

Кăçал округра 11 пушар тухнине регистрациленĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 9).

Инкексем вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе, электрооборудованисен юсавсăрлăхĕпе тата вĕсемпе усă курас правилăсене пăхăнманнипе, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăснипе пулаççĕ.

Пушар никама та, ниме те хĕрхенмест, ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать.

Пушар вăхăтĕнче хамра мĕнле тытмалла? Чи кирли — хăраса ỹкмелле мар. Пушара сỹнтерме майсем тупмалла, çулăм ытлашши сарăласран пушар чаçне çийĕнчех шăнкăравламалла. Алăкран тухма май çук пулсан чỹречерен тухмалла.

Халăхăн çакна пĕлмелле: хальхи вăхăтра (мĕн кĕрхи сивĕ çанталăк пуçланичченех) пушара хирĕçле ятарлă режим вăйра тăрать. Çак вăхăтра вăрманта тата ун çумĕнчи территорисенче, ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсемпе юнашарти лаптăксенче типĕ курăка çунтарма, кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат хатĕрлеме вуçех те юрамасть.

Пушар вăхăтĕнче «01», «112», «101» номерсемпе шăнкăравламаллине асрах тытар. Çак номерсемпе карас телефонĕ урлă та шăнкăравлама пулать. Ун чухне пушарта мĕн çунни пирки каламалла, тĕрĕс адрес, хушаматпа ята пĕлтермелле.

Вут-çулăмпа питĕ асăрхануллă пулар.

В.ГРИГОРЬЕВ, С.САРДАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code