Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсене

Чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсене

Паян, октябрĕн 28-мĕшĕнче, Хусан тата Сăр хỹтĕлев чиккисене тăвакансене асăнатпăр. Çак куна паллă тăвасси хỹтĕлев чиккисене 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен тума пуçланипе çыхăннă. Ку ĕç 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен тăсăлнă.

ЧР патшалăх истори архивĕнче çакă паллă. 1941 çулхи кĕркунне çĕршыв ертỹлĕхĕ Сăр тата Хусан чиккисен оборона линийĕсем тума йышăннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ республикăра 380 километра яхăн пулнă. Çак чикĕсене округри чи пысăк промышленность центрне — Хусана — хỹтĕлес тĕллевпе тунă. Çирĕплетнĕ схемăпа килĕшỹллĕн сооруженисен линийĕ Мари, Чăваш, Мордва тата Тутар автономи республикисем, Пенза облаçĕ тăрăх иртнĕ. Чăваш Енре Сăр оборона чикки Етĕрне районĕнчи Засурски патĕнчен пуçласа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк, Улатăр районĕнчи Сăр Майданĕ çывăхĕнчен иртнĕ, республикăпа Чĕмпĕр облаçĕн чикки патне (Улатăр районĕ) çитиччен тăсăлнă. Хусан линийĕ Мари АССРĕнчи Звенигово шыв кукринчен пуçласа Чăваш АССРĕн Октябрьски, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç, Арапуç ялĕсем урлă иртнĕ, Тутар АССРĕн чикки патне çитнĕ (Тăвай тата Мучар ялĕсен çывăхĕнче).

Окопсене 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче чавма тытăннă. Хушура çак çăмăл мар ĕçе 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтармаллине палăртнă. Анчах 15-16 çултисем хутшăнни те паллă. Кашни районăн хăйсен çыннисене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле пулнă: кĕреçесемпе, лумсемпе, кувалдăсемпе, пăчкăсемпе, наçилккасемпе… Пĕтĕм лаптăкра куçса çỹрекен госпиталь-изоляторсем, тухтăр пункчĕсем, санэпидеми тата дезинфекци отрячĕсем пулнă, вĕсен йышĕнчи медицина ĕçченĕсене медикаментсемпе тата çыхмалли материалсемпе тивĕçтернĕ. Строительство ĕçĕсене кунсерен вăтамран 85 пин çын хутшăннă, хăш-пĕр чухне çак йыш 110 пин çын таран ỹснĕ. Ĕç пĕр чарăнми, канмалли кунсăр пынă. Çав тери сивĕ кунсенче те окоп чавма чарăнман. Çынсем калама çук йывăр условисенче тар юхтарнă, шăннă çĕре лумпа тата кĕреçепе чавнă. Ăшă тум çитмен, çынсен атă-пушмакĕ питĕ хăвăрт юрăхсăра тухнă. Строительствăра вăй хуракансене вĕри апатпа тивĕçтерме тăрăшнă, анчах ку тĕллеве пĕтĕм колхозах пурнăçлайман.

Çанталăк япăххине тата техника çуккине пăхмасăр 1941 çулхи ноябрьтен пуçласа 1942 çулхи январьччен алăпа 5 миллион кубла метра яхăн тăпрана чавса кăларнă, йывăçран, чулран тата тăпраран нумай сооружени тунă. Оборона сооруженийĕсен строительствинче социализмла ăмăртусем йĕркеленĕ, рабочисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, малта пыракан участоксене, бригадăсене, звеносене, уйрăм рабочисене премисем панă. Пĕр кунхи норма 3 кубла метрпа танлашнă, çапах ăна темиçе хут ытларах пурнăçланă тĕслĕхсем те пулнă.

ЧР Патшалăх истори архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, Хусан линийĕн лаптăкне Чăваш Енре 1942 çулхи февраль уйăхĕнче, Сăр линине 1942 çулхи июнь уйăхĕн варринче туса пĕтернĕ. Анчах çакă ĕç вĕçленнине пĕлтермен. Оборона линийĕсене сыхлама 3 комендатура йĕркеленĕ. Июнь, июль уйăхĕсенче çурхи ейĕве пула сиенленнĕ оборона сооруженийĕсене юсама тата çĕнетме 5345 çынна тата 255 лашана явăçтарнă.

— Окопсене тем тарăнăш тата тем сарлакăш чавтарчĕç. Танксем ан каçайччăр тесе тутарнă вĕт вĕсене. Йăлтах алăпа аппаланнă. Шартлама сивĕччĕ. Эпир вăрманта çĕр пỹртре çĕр каçаттăмăр, — аса илнĕччĕ Аслă Елчĕкре пурăнакан Ефросиния Мисякова çав вăхăта.

Вăл Улатăр енче окоп чавма хутшăннă, вĕсен çемйинчи тăватă çынна янă унта.

Хусан тата Сăр хỹтĕлев чиккисен строителĕсене асăнмалли куна халалласа октябрĕн 24-мĕшĕнче «1-мĕш пост» акци пуçланнă. Унпа килĕшỹллĕн чĕмсĕр чикĕсен строителĕсен Куславкка районĕнчи тата Шупашкарти çар мухтавĕн монуменчĕсен умĕнче хисеплĕ хурал йĕркеленĕ — вĕсенче чи хастар шкул ачисем тăраççĕ. Октябрĕн 30-мĕшĕччен районти мĕн пур вĕрентỹ организацийĕнче «Тылри паттăрлăх» уроксем иртеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code