Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Алексей Петров — фестивальте

Шупашкарта Паллă ентешсен çулталăкне халалланă «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» фестиваль иртнĕ.

Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă опера юрăçисем тата уява йыхравланă Ульяновскри патшалăхăн вĕрсе каламалли оркестр (вĕсен йышĕнче Чăваш Енре çуралнă çамрăк музыкантсем пур) хутшăннă. Халăхсем хушшинчи виççĕмĕш фестивале килнисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Тав хучĕсем парса чысланă. Вĕсен йышĕнче Патреккелте çуралса ỹснĕ, халĕ Коми Республикинчи оперăпа балет театрĕн солисчĕ Алексей Петров та пур. Гала-концертра пирĕн ентешĕмĕр хăйĕн хăватлă та янăравлă сассипе куракансене тыткăнланă.

Виçĕ куна пынă фестивальте опера юрăçисем студентсене ăсталăх класĕсем те кăтартнă.

Президент та саламланă

Ĕмĕр ĕмĕрлесси вăрман урлă каçасси мар.

Çакна Ĕнел ялĕнчи Зиновия Филатова питĕ лайăх ăнланать. 95 çул тултарнă Зиновия Александровна çак тапхăрта нуши-тертне те, савăнăç-телейне те нумай курнă. Сумлă юбилея ачисемпе тăванĕсем хушшинче кĕтсе илни вара — çĕр хут телей.

Хисеплĕ ĕç ветеранне Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Левая, ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, хăтăш-тăхлачăшсем ăшшăн саламланă. РФ Президенчĕ янă открытка та ултă ача амăшне чунтан савăнтарнă. Мăшăрĕпе, Аркадий Емельяновичпа, 60 çул килĕштерсе пурăнса ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ мăшăр 2015 çулта районти ЗАГС пайĕнче бриллиант туйне те паллă тунăччĕ.

Халăх ташшин ăстисем

Республикăра ачасемпе çамрăксем хушшинче наци пултарулăхĕн «Дерзай, твори!» конкурсĕ иртнĕ.

Елчĕкри искусство шкулĕнчи «Вдохновение» хореографи коллективĕ (Мария Агеева, Ульяна Иванова, Виктория Казакова, Диана Куприянова, Полина Никитина, Дарья Петрова, Светлана Трофимова, Алина Федотова, Карина Филиппова) «Халăх тата халăх хореографийĕ» номинацире II степень лауреат пулса тăнă.

Çуртсем çĕнелеççĕ

Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем юлашки çулсенче пĕрин хыççăн тепри çĕнелнине куратпăр. Капиталлă юсав ĕçĕсем пурте республика программипе килĕшỹллĕн пурнăçланаççĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсене йĕркелесе пырассинчи тĕп подрядчик «Стройэнергосервис» ООО шутланать. Маларах вĕсем Кооператив урамĕнчи 77-мĕш çуртăн çи виттине çĕнĕрен витрĕç. Хальхи вăхăтра Юбилей урамĕнчи 14-мĕш çуртра та тăрă улăштараççĕ. Строительство организацийĕн ертỹçи Александр Нягин кунта пурăнакансемпе тĕл пулнă май, пуçăннă ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлеме анчах мар, пысăк пахалăхпа пурнăçлама та шантарса каланă.

21 командăран пĕрремĕш!

Çĕрпỹ районĕнчи «Асамат» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче «Вместе в ГТО» çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен юхăмĕн республикăри фестивалĕ иртнĕ.

Унта Чăваш Енри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан 21 шкулти командăсенчи 11-12 çулсенчи 4 хĕр ачапа 4 арçын ача ăмăртнă. 5 енлĕ тупăшура вăй виçсе Елчĕк шкулĕн команди фестиваль çĕнтерỹçи пулса тăнă. Команда йышĕнче — Давид Портнов, Злата Григорьева, Дарья Петрова, Валерия Карсакова (6 «к»), Илья Скворцов (5 «к»), Никита Петров (5 «б»), Алексей Молодов, Александра Обручкова (5 «а»). Тренерĕ — Алексей Тихонов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code