Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕкленỹллĕ кăмăлпа

Çĕкленỹллĕ кăмăлпа

Алина Головина ертсе пыракан Елчĕк почтамтĕнче пултаруллă, хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пыракансем сахаллăн мар.

Унта ĕçлекенсем паян округри халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹрессипе тимлеççĕ. «Елчĕк ен» хаçата çырăнтарассинче те, ăна вулакансем патне вăхăтра çитерессинче те вĕсен тỹпи çав тери пысăк.

Раççей почти кунĕ çывхарса килнĕ май хăшĕ-пĕрне палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ. Светлана Канжелева — Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмĕн 3-мĕш класлă почтальонĕ. 14 çул тимлет çак ĕçре. Çанталăкăн кирек мĕнле условийĕсене пăхмасăр клиентсем патне вăхăтлă çитме тăрăшать. Хаçат валеçмелле, пенси укçи памалла, коммуналлă пулăшусен тỹлевне йĕркелемелле — ĕçĕ сахал мар. Шаннă тивĕçе ăнăçуллă туса пынăшăн Светлана Владимировнăна «Почта России» акционерлă обществăн Чăваш Республикинчи почта çыхăну управленийĕн Хисеп грамотипе чысланă. Çак наградăна почтамтри Марина Блинова ертсе пыракан специалист тивĕçнине те палăртма кăмăллă.

Алексей Мешков оператор пулса коллективра 2008 çултанпа вăй хурать. Пауэрлифтинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ почтамт чысне çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсенче те хỹтĕлет. Пултаруллă çамрăк почта çыхăну управленийĕн директорĕн Тавне тивĕçни ахальтен мар.

Кадрсен пайĕн специалисчĕ Наталия Скворцова, Галина Сидорова кладовщик та яваплăха туйса тăрăшни пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвне витĕм кỹрет. Вĕсем ведомство профсоюзĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Саламлатпăр!

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code