Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ вите çĕкленет

Çĕнĕ вите çĕкленет

«Победа» ОООра çитес вăхăтрах пикенме тивĕçлĕ черетлĕ вырма ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленнипе пĕр вăхăтрах фермăра та анлă строительство ĕçĕсене пуçарса янă.

— Виçĕмçул туса лартнă 200 пуç вырнаçмалли пăру вити çумне хушса тепĕр вите хăпартатпăр. Кунта пăрулаттаракан уйрăм пулĕ, — терĕ директор çумĕ Александр Головин.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕç-хĕле тухăçлă аталантарма çирĕп тĕллев илнĕ ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çĕнĕлĕх вăя кĕрет. Кунта ферма çурчĕсем кашни çул тенĕ пекех çĕнелеççĕ: кивĕ витесене реконструкци туса çĕнĕ условисенче ĕçлемелле хатĕрленинчен пуçласа вĕсене никĕсрен пуçласа çĕнĕрен хута ярасси таранах.

…Кĕске вăхăт хушшинче ферма территорийĕнче çак çĕнĕ вите ỹссе ларнине те хăш-пĕри сиссе юлаймарĕ. Хальхи йышши çăмăл конструкципе усă курса тунăран, çак ĕçе пурнăçлама 10 кунран ытла вăхăт та иртмен.

Сĕте те, аш-какая та пысăк хакпа сутакан, укçа-тенкĕ тупăшĕсем те çителĕклех ял хуçалăх предприятийĕнче пĕр ĕçе пĕтернĕ çĕре тепĕрне пикеннĕ те. Леонид Сусметов механизатор ДТ йышши тракторпа çывăхри лаптăкри тăпрана турттарса тухса вырăна тикĕслет.

— Кунта та çĕнĕ вите пулĕ. Унăн никĕсне паян-ыранах хывма тытăнатпăр, — терĕ Александр Николаевич.

Сăн ỹкерчĕкре: Сергей Горшков, Владислав Горшков, Петр Филимонов, Петр Ефимов, Вадим Вастулов, Алексей Горшков строительсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code