Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрăм ĕмĕрлисене – тивĕçлĕ награда

Вăрăм ĕмĕрлисене – тивĕçлĕ награда

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый 100 çула çывхаракан, 100 çултан иртнĕ сумлă ветерансемпе тĕл пулнă. Сăлтавĕ те чыслă: кашнине «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» юбилей медальне парса чысланă.

Районта хальхи вăхăтра вăрăм ĕмĕрлĕ 5 çын пурăнать. Вĕсенчен чи асли – мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Победа» колхозра ĕçленĕ, пилĕк ача çитĕнтернĕ, Аслă Пăла Тимешре пурăнакан тыл ветеранĕ – Ирина Ермакова. Вăл 105 çулта.

Унран икĕ çул кĕçĕнреххи – Мучарти хĕрĕ патĕнче пурăнакан Евдокия Шмелева. Вăл педагогика ĕçĕн ветеранĕ, 5 ача амăшĕ.

Январьте йышлă çемьен тулли кĕрекинче 100 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илнĕ Перасковья Ефремова – Лаш Таяпаран. Вăл Пăвари медицина техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн медицина сестринче, çыхăну уйрăмĕнче, ялти лавкка заведующийĕнче тăрăшнă.

Майăн 9-мĕшĕнче 100 çул тултаракан Анатри Тимешри Елена Игнатьева вăрçă вăхăтĕнче чи йывăр ĕçсенче пилĕкне авнă: Улатăр районĕнче вăрман каснă, хÿтĕлев чикки тунă çĕре хутшăннă… Мăшăрĕпе çичĕ ача ÿстернĕ. Паян та тыл ветеранĕ хăйĕн пурнăçĕнчи кашни саманта лайăх астăвать, çамрăксене ырă та ăслă канашсемпе пулăшать.

Вăрăм ĕмĕрлисен йышĕнчи пĕртен-пĕр арçын – Чăваш Тăрăмĕнчи Илья Волков. Вăл кăçалхи август уйăхĕнче 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Вăрçă ветеранĕ фронтра икĕ хутчен аманнă. Яла таврăнсан тĕрлĕ организацире счетоводра, бухгалтерта, экономистра вăй хунă.

Хисеплĕ ватăсем нуши-тертне нумай курнă пулсан та пурнăç çулĕпе таса чунпа, йывăрлăхсене парăнмасăр малалла талпăннă. Вĕсем çак наградăна чăннипех те тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code