Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрарăм темле йывăрлăха та чăтать

Хĕрарăм темле йывăрлăха та чăтать

Курнавăш ялĕнчи 84 çулхи Елизавета Иванова ырăлăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă сумлă хĕрарăм. Паян та политикăпа интересленет, хаçат-журнал нумай вулать. Ÿркенменскер вăй çитнĕ таран кил хушшинче кăштăртатать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра вăй хунă Елизавета Васильевна.

Элпуç хĕрĕ 1962 çулта Курнавăшри Гаврил Иванова качча тухнă. Гаврил Тимофеевич колхоз производствинче ырми-канми тăрăшнă. Мăшăрĕпе ултă ача çуратса ÿстернĕ. 4 ывăлĕпе 2 хĕрĕ те çемьеллĕ, тĕрлĕ çĕре саланнă. Николай – водитель, тракторист. Елчĕкре хунав янă. Михаил Коми Республикинче пурăнать. Петрпа Светлана Шупашкарта. Антонина Кушкă каччине качча тухнă та, уйрăм предприниматель ĕçĕпе тăрăшать.

Хальхи вăхăтра Елизавета Васильевна кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Василий нумай çул выльăх-чĕрлĕх ферминче вăй хучĕ. Унтан урăх регионсене ĕçлеме çÿрерĕ. Унăн мăшăрĕ, Наталия, Цветковсен фермер хуçалăхĕнче вăй хурать. Ватă йышлă мăнукĕсемпе, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать.

Лиза аппа ачалăхпа çамрăклăха, ашшĕпе амăшĕн кун-çулне чĕрине ыраттарса аса илет. Çăмăл килмен çывăх çыннисен шăпи.

…Ашшĕ, 1895 çулта çуралнă Василий Михайлов, çамрăк чухне патша çарĕнче 10 çул службăра тăнă. Японипе вырăс вăрçине хутшăнса аманса таврăннă. Унăн Георгий Победоносец медалĕ те пулнă. Яла килсен çемье çавăрнă. Канашри пĕр организацире бухгалтер пулса ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмăш çулĕсем чăннипех те йывăр çулсем пулнă çемьешĕн. Хăйсен ялĕнчи пĕр çын çăхав çырнипе ашшĕне ĕçренех тытса кайса тĕрмене хупаççĕ.

Ĕнерхи шурă офицер-çке-ха. «Сăмаха пĕлсе, виçсе калаçакан çын пулнă тетчĕ ăна анне», – тет вăрçă ачи.

1938 çулта Василий Михайловича персе вĕлернĕ. Ăна Шупашкарти Богдан Хмельницкий масарĕнче пытарнă.

– 4 хĕр ÿсрĕмĕр. Эпĕ чи кĕçĕнни. Аттерен 2 уйăхра тăрса юлтăм. Аттесĕр хисепсĕр пултăмăр. Нимĕнле пулăшу та пулман тăлăхсене. Юрать 1992 çулта унăн таса ятне тавăрчĕç. Ун чухне пирĕн районти 5 çынна персе вĕлернине «Хыпар» хаçатра, хăш çулне астумастăп, пичетлесе кăларнăччĕ. Вĕсен йышĕнче учительсем, пачăшкă та пурччĕ. Маншăн аттен таса ятне тавăрни паха, – пĕлтерет Елизавета Васильевна.

Лиза аппан амăшĕ, Феодосия Никитична, 4 ачана ура çине тăратнă.

– Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ шăп та виçĕ уйăх çурăри хĕр ачаччĕ. Ирхине вăранса кайрăм та пÿртре никам та çук. Çуллахи кун чÿречене уçнă пулмалла, урамра çынсем хытă калаçни илтĕнет. Урама тухрăм. Арçынсем пĕр çĕрте, хĕрарăмсем тепĕр çĕре пуçтарăннă. Пурте вăрçă, вăрçă тесе калаçаççĕ. Укăлча хĕрринче пурăннăран арçынсем вăрçа кайнине лайăх астăватăп. Укăлчана çитиех ăсатма пынисем вилнĕ пек выртса юлатчĕç, тăванĕсем килĕсене каялла çавăта-çавăта каятчĕç вара вĕсене.

Çу иртсен, кĕр енне кайсан Сăр хĕррине окоп чавма кайма чĕнсе çÿретчĕç. Пирĕн анне те унта кайнă. Мунча кĕме, кĕпе-йĕмне улăштарма килсе кайни асра. Анне калатчĕ: «Хĕрарăм эрех ĕçме вĕренмесен темле йывăрлăха та чăтать, арçын вара хурлăха та, ырлăха та чăтаймасть», – тет Елизавета Васильевна.

Е.Иванован амăшĕ Сăр енне окоп чавма кайнине илтсен ăна библиотекăна чĕнтĕмĕр. Тĕл пулăва В.Воронова учитель те ачасемпе çитрĕ.

Феодосия Никитична окоп чавма кайсан Лиза аппăшĕсемпе юлнă. Асли 14 çулта пулнă.

– Окоп чавса таврăнсан анне колхоз хирĕнче ĕçлерĕ. Канаша лашапа тырă ăсататчĕç. Вăрçă çулĕсенче хĕл сивĕччĕ, çу шăрăх килетчĕ. Пурнăç питĕ начарччĕ. Акă вăрçă пĕтрĕ, анчах укăлчаран вăрçăран таврăнакансем питĕ сахаллăн пулчĕç, – аса илÿ ытамĕнчен хăтăлаймарĕ ватă.
Вăрçă хыççăн Феодосия Михайлова тыл ветеранĕ тĕрлĕ медальсене тивĕçнĕ. Вăл 1994 çула çитсе çĕре кĕнĕ. Ăна Лиза хĕрĕ куçĕсене хупичченех лайăх пăхнă.

Вăрçă ачи шкул ачисен тĕрлĕ ыйтăвĕ çине хуравларĕ. Юлашкинчен хаклă хăна тÿпе яланах мирлĕ пултăр, ачасем ашшĕпе амăшĕ çумĕнче ырă та сывă çитĕнччĕр тесе ăшă сăмахсем каласа пиллерĕ.

Р.ГОРШКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code