Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕкре ĕмĕрлĕх çулăмĕ те пулĕ

Елчĕкре ĕмĕрлĕх çулăмĕ те пулĕ

Округра 2026 çулта «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн пĕтĕмпе 105849,5 пин тенкĕлĕх 51 пуçару проектне пурнăçа кĕртмелле.

Проектсене çичĕ направленипе пайланă. Чи нумаййи — «Пирĕн çулсем», кунта 16 пуçару ĕçĕ. Ыттипе ỹкерчĕк çапларах: «Санăн суйлав» — 11, «Ял инфраструктурине аталантарасси» — 8, «Спорт территорийĕ» — 6, «Яла хăтлăлатасси» — 5, «Тĕлĕнмелле шыв» — 3, «Ачасемпе çамрăксен тĕнчи» 2 проект.

Иртнĕ эрнере пĕрремĕш проекта — Елчĕкри тĕп лапамри салтак палăкĕ умне хăтлăх кĕртме пуçăннă. Яваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕçе «Стройэнергосервис» ООО хăйĕн çине илнĕ, çирĕплетнĕ сумма — 1177,7 пин тенкĕ. Кунта округра пурăнакансем те хăйсен тỹпине хывнă.

Çакăнтах тепĕр пысăк тĕллеве те майăн 1-мĕшĕччен татса памалла: «Уют» сахал яваплă общество рабочийĕсем ĕмĕрлĕх çулăмне вырнаçтарас (933,3 пин тенкĕлĕх) тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Каласа хăварас пулать, республикăри хăш-пĕр округ центрĕсенче пĕлтĕр, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ тĕле, астăвăмпа çыхăннă çак пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртнĕ.

Исемпелсем те уява çĕнĕ палăк умĕнче паллă тума тĕллевлĕ. С.В.Фролов уйрăм пайтаçă кунта ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Проект сумми — 700430 тенкĕ.

Сăмах май, округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе строительство ĕçĕсемпе Елчĕкре ĕçлĕ визитпа пулнă ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин «Городская среда» проекчĕн координаторĕ Валерий Антонов та паллашнă.

Е.Петрова сăн ỹкерчĕкĕсенче ĕçлекенсен ушкăнĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code