Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Харсăр стипендиат

Харсăр стипендиат

Талантлă ачасем сахал мар пирĕн округра. Вĕсенчен пĕри — Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Виктория Романова.

— Класс тулашĕнчи ĕçсенчен нихăçан та айккинче тăрса юлмасть, пур хушăва та тулли кăмăлтан пурнăçлать, тĕрлĕ сĕнỹсем парса ыттисене те хавхалантарать, — каласа парать хĕр пирки класс ертỹçи Людмила Германовна Князева.

Виктория «пиллĕк» паллăпа çеç вĕренет. Унăн юратнă предмечĕсем — хими тата биологи.

Мĕн пĕчĕкренех юрлама-ташлама юратаканскер пилĕк çулта чухнех ялти культура çурчĕн сцени çине тухнă. Унăн пултарулăх «кутамкки» самаях пысăк. Вăл шкул ятне чысласа тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Чулхулара иртнĕ «Жемчужина Поволжья», Хусанти «Казанские узоры», Мускаври «Звезды столицы», Сочири «Берег Побед» фестивальсене хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕ.

Хĕр кашни çулах Вера Кузьмина, Геннадий Волков ячĕпе ирттерекен илемлĕ сăвă вулакансен регионсем хушшинчи конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. «Ача-пăча акатуйĕ», «Уçă сасăллă ачалăх», «Уçă сасăллă Чăваш Ен» тата ытти юрă-ташă конкурсĕсенче те час-часах тĕрĕслет хăйне.

Район, республика ирттерекен сочиненисен конкурсĕсенче те харсăр. «Елчĕк ен пултаруллă çынсемпе пуян», «Без срока давности» сочиненисен конкурсĕсенче çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илнĕ. Комсомольски округĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнчи Чăваш халăх поэтне Валерий Туркая халалласа «Туркай вулавĕсем — 2023» республикăри 5-мĕш поэзи фестивальне хутшăнса Виктория «Гран при» дипломне çĕнсе илме пултарчĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче вара пултаруллă хĕр ача ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Виктория пур çĕре те ĕлкĕрекен хĕр ача. Унăн çитĕнĕвĕсене каласа пĕтерес те çук. Шкулта медиа командин ертỹçи те вăл.

— Пурнăçра хастар пулсан пур ĕçе те ĕлкĕрме пулать. Пуçа нихăçан та усмалла мар. Ваттисем калашле, Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан пур йывăрлăха та çĕнтерме пулать. — çапла калать Виктория.

Ирина ОСИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Виктория Романова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code