Ял хуçалăх предприятийĕсем çĕр пулăхне ỹстерес, унпа тухăçлă усă курас тата ăна сыхлас енĕпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетсе округ администрацийĕ çапла йышăннă:
«Çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн, ăна сыхланăшăн, тăпра пулăхне ỹстернĕшĕн» конкурсра çĕнтернĕшĕн Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативне куçса çỹрекен Кубокпа, дипломпа тата хаклă парне парса чысланă.

