Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юбилей медалĕсем çинчен

Юбилей медалĕсем çинчен

«Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медальне республикăра пурăнакан 11 пине яхăн ветеран илме пултарĕ.

Çакăн пирки ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ кунне Чăваш Республикинче уявлама хатĕрленес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 11032 вăрçă ветеранĕ пурăнать, çав шутран 469-шĕ – хаяр вăрçа хутшăннă тата инвалидсем, ыттисем – «Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна» паллăна тивĕçнисем, 18 çула çитмесĕрех фашизм тыткăнĕнче нушаланнисем тата тыл ĕçченĕсем.

Юбилей медалĕсене вăрçă нуши-тертне тÿснисем патне муниципалитетсем урлă çитерме йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code