Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илеме тĕп тăваççĕ

Илеме тĕп тăваççĕ

«Чечек те пĕр вăхăтра анчах» е «Чечек ĕмĕрĕ пек», – тенĕ халăхра. Чăн та, çеçкесен илемĕпе нумай киленейместпĕр. Тĕрлĕ хурт-кăпшанкă е чир-чĕр вĕсен ахаль те кĕске ĕмĕрне татах та кĕскетеççĕ.

Мĕнле сăтăрçăсенчен сыхланмалла-ха? Сăмахран, Анăç /Калифорни/ чечек трипсĕ пахчана ерсен пур чечеке те сиен кÿме пултарать. Хăвăрт сарăлакан сăтăрçа лавккасенче тупса палăртсан пĕтĕм партие тĕп тума тивет. Вун-вун çеçкене çунтарни вара, чăн та, чуна пырса тивет. Хитре-çке! Анчах пĕр шелсĕр трипс çак илеме кĕске вăхăтрах тĕп тăвать. Вăл иленнĕ чечекĕн папкисем часах татăлса ÿкеççĕ, хăй хăрма тытăнать. Питĕ вĕтĕ нăрă 250 тĕрлĕ ÿсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать. Çимĕç паракан культурăсен тухăçĕ палăрмаллах чакать. Трипс – хăрушă вирус чирĕсене саракан та.

«Вăл пирĕн тăрăха лартмалли тата чÿлмекри ÿсен-тăранпа, чĕрĕ пахча çимĕçпе килме пултарать», – асăрхаттараççĕ Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем.

Сăмах май, пирĕн тăрăха чечексене ытларах Мускавран, Чулхуларан, Хусантан илсе килеççĕ. Чи пысăк поставщик вара – Голланди. Айккинчен кунашкал продукци илсе килни çинчен Россельхознадзора пĕлтермелле: тĕрĕслев ирттерме. Шăпах çак тĕрĕслевре кĕтмен «хăнасене» тупса палăртаççĕ те.

2019 çулта 110 пин ытла ку йышши продукцие тĕрĕслев витĕр кăларнă. Трипс тапăннă 2 тĕслĕх пулнă пĕлтĕр. Хризантемăсемпе спатифиллумсем шар курнă. Çак сăтăрçăран хăтăлма, чăн та, йывăр. Çавăнпа та ытти чечеке тапăниччен партипех пĕтернĕ.

Кăçал та лаборатори тĕпчевĕсем чÿлмекре ÿсекен хризантемăсенче трипс асăрхаса çав партисене çунтарнă.

Çĕнĕ чечеке малтан уйрăммăн тытма сĕнеççĕ специалистсем: чир-чĕр, хурт-кăпшанкă ытти чечексем çине куçасран. Трипс пуррине пĕлес тесен чечеке шурă хут çине силлемелле. Вĕтĕ, 1-2 миллиметр чухлĕ, нăрă асăрхасан çулçăна, чечеке çунтарса ямалла. Иккĕленÿ çуралсан управление шăнкăравлама ан манăр.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code