Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Траншейăсем сенажпа тулаççĕ

Траншейăсем сенажпа тулаççĕ

— Çанталăк условийĕсене шута илсен, халĕ сенаж хатĕрлемелли чи лайăх вăхăт, — тесе пĕлтереççĕ «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсем.

Леонид Головин

Ытти хуçалăхсенчи пекех, кунти уй-хир ĕçченĕсем те халĕ пĕтĕм вăйне выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе панă. Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма кăçал 4345 тонна сенаж хатĕрлесе хăварма палăртнă — сахал мар çакă. Апла пулин те палăртнă ĕç калăпăшне шутлă кунсенче пурнăçлама хуçалăхра мĕнпур майсем пуррине Гурий Федоров председатель татăклăнах çирĕплетет. Çакна ертỹçĕ тỹррĕнех выльăх апачĕ хатĕрлекен мĕнпур йышши техника шанчăклă пулнипе тата вĕсемпе ĕçлеме опытлă кадрсене çирĕплетнипе сăлтавлать. Сăмах май каласан, çак ĕçе пĕр харăсах 15 единица техника хутшăнать.

Алексей Перцев

Сенаж валли уйăрнă нумай çул ỹсекен курăка çулма Михаил Андреева çирĕплетнĕ, «КСУ-1» йышши техникăна сехет пек пĕр тикĕс, кăлтăксăр ĕçлеттерет вăл. Алексей Перцева ворошилка шанса панă. Вячеслав Капламовпа Александр Никифоров курăка вĕтетнĕ çĕрте тимлеççĕ. Симĕс массăна Станислав Чермаков, Анатолий Хардов, Николай Михайлович Головин, Николай Алексеевич Головин, Юрий Сусметов автомашинăсемпе, Владимир Иванов, Валерий Трофимов, Владислав Айметов, Владислав Изратов, Владимир Васильев тракторсемпе турттарса ферма çывăхĕнчи траншейăсене вырнаçтараççĕ. Владимир Абрамов, Александр Мижеров, Леонид Головин вара ХТЗ, Т-150, БТЗ-243 йышши техникăсемпе усă курса сенажа пусăрăнтарнă çĕрте тимлеççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма ĕнерхи кун тĕлне 1500 тонна (35 процент) сенаж янтăланă. Çак ĕç малтанхи кунран тытăнсах кал-кал пынине шута илсен, мĕн палăртни ăнăçлă пурнăçа кĕмелле.

х х х

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче те çуллахи кун хĕле тăрантарнине лайăх ăнланаççĕ.

Çакна асра тытса малтан нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен 100 тонна (105 процент) утă хатĕрленĕ, халĕ пĕтĕм вăя сенажпа саппасланас ĕçе панă.

Сăн ỹкерчĕкри Виталий Немцев водительпе Олег Патшин (вăл «ДОН-680М» йышши комбайнпа курăк çулать) хăйсене шанса панă яваплă ĕçе тивĕçлипе тỹрре кăларма пултарнипе палăраççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Виталий Немцевпа Олег Патшин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code