Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Икĕ уява

паллă тунă Елчĕкри культура керменĕнче: округри тĕп больница 170 çул тултарнине тата Медицина ĕçченĕн кунне.

Уява хутшăннисем больница историйĕпе сăн ỹкерчĕксен куравĕнче, мультимеди презентацийĕнче паллашнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем сăвăсенче шурă халатлисен çăмăл мар ĕç-хĕлне çутатнă.

Округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев медиксене тата ветерансене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу тата чăтăмлăх суннă. Чи пултаруллисем ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Тĕрлĕ шайри наградăсене илнисем вара вăл кун йышлă пулнă. Пысăк парне пуриншĕн те — «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕн чаплă концерчĕ…

Паян тĕп больницăра квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илме май пур. Унсăр пуçне 7 врач амбулаторийĕ, 23 фельдшерпа акушер пункчĕ йышăнма пултарать халăха.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code