Понедельник, 13 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăк паттăрсен ячĕпе — велочупу

Çамрăк паттăрсен ячĕпе — велочупу

Иртнĕ шăматкун Елчĕк муниципалитет округĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ йĕркеленипе округра велосипедпа ярăнма кăмăллакансен чупăвĕ иртрĕ. Ăна çывхарса килекен Çамрăксен кунĕ умĕн Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан тата унта хăюлăх кăтартса пуçне хунă ентеш-салтаксене асăнса йĕркеленĕ. Чупу маршручĕ: Елчĕк- Тỹскел- Аслă Пăла Тимеш — Лаш Таяпа. Унта округри ĕçлекен çамрăксем, велоспорта юратакансем, тăван ен илемĕпе киленекенсем хутшăнчĕç.

Елчĕк паттăрĕсене аса илнĕ май çамрăксем спорта юратнине кăтартассине, çав вăхăтрах хамăр тăрăхри паллă вырăнсемпе паллашассине мала хутăмăр.

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ умне пуçтарăннă велосипедистсене округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Волков, Лаш Таяпари чиркỹ настоятелĕ Силуан атте, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан Александр шăпах республикăра сывлăхпа спорт кунĕнче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене яка та такăр çул суннă май ентеш-паттăрсене манманни пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Пирĕн округри яшсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çар службине чыслăн пурнăçлаççĕ, ятарлă çар операцийĕнче те хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ. Питĕ шел, пурнăç çулĕ çине кăна тăнă çамрăксем паттăрсен вилĕмĕпе куçĕсене хупнисем те пур вĕсен йышĕнче.

Чупу пуçланиччен эпир Украинăри çар операцийĕнче пуçне хунă Аслă Елчĕкри Александр Малов вил тăприйĕ çинче пулса гвоздикăсем хутăмăр. Силуан атте унăн канлĕхĕшĕн кĕлĕ вуларĕ. Александр «Паттăрлăх» ордена икĕ хутчен тивĕçнĕ. Унăн ячĕпе тăван шкулĕнче «Паттăр партти» уçнă.

Тỹрех палăртса хăварас: пирĕн округра çар операцийĕнче пуçне хунă паттăрсем татах та пур, анчах хальхинче турист маршручĕ вĕсем çуралнă енче пулманран вĕсен вил тăприйĕсем патне çитме май килмерĕ. Каçарччăрах ыттисем пире. Эпир кашнине асра тытатпăр.

Велочупăвăн пĕрремĕш чарăнăвĕ — Тỹскел. Унти масарта Николай Петров аслă лейтенант выртать. Иртнĕ çул вăл «Паттăрлăх» орденне тивĕçнĕ. «За боевые отличия» медале вара офицер вилнĕ хыççăн унăн ашшĕ-амăшне панă. Паттăр çамрăка пуç тайса Силуан атте часавайра ятарлă кĕлĕ ирттернĕ хыççăн велосипедистсен çулĕ малалла тăсăлчĕ.

Турист маршручĕ çинчен калас пулсан, ăна ятарласа тăван енĕн анлă уй-хирĕсем, çырма çатрасем, юхан шывсем урлă йĕркеленĕ. Çуллахи илемлĕ кун тăван ен илемĕпе киленсе пыни хăех мĕне тăрать! Хĕвел аванах хĕртет пулин те çурçĕртен вĕрекен сулхăн çилĕ çан-çурăма чỹхентерсех ярать. Малта — пире ертсе пыракан çăмăл машинăсем. Вĕсен хуçисем те, велосипедистсем те Раççей, Чăваш Ен, Елчĕк енĕн ялавĕсене вĕлкĕштереççĕ. Тăван çĕр-аннемĕр ытамĕнче киленнĕрен кашнийĕн кăмăлĕ çĕкленỹллĕ.

Тỹскелтен тухса Анатри Тимеш урлă Тăрăм ял вĕçне хăш самантра вĕçтерсе çитнине те сисмерĕмĕр. Унтан хумханса ларакан тыр-пул уйĕпе колоннăпа пырса Аслă Пăла Тимеше васкарăмăр. Кунта та чи малтан ял масарĕнче канлĕх тупнă пирĕн çывăх юлташăмăрăн, пĕлтĕр кăна районти вĕренỹ тытăмĕн çамрăксен организацийĕн хастар членĕ пулса тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăннă, йывăр атлетикăпа Раççей спорт мастерĕн Павел Портновăн вил тăприйĕ çине чечексем хутăмăр. Унтан Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Паттăрсен аллейинче пултăмăр. Унти Ĕç Паттăрĕсемпе пире Анна Портнова педагог кăсăклăн паллаштарчĕ. Кунтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксене асăнса палăксем вырнаçтарнă. Павел Александровичăн палăкĕ те вĕсемпе юнашарах. Паттăр салтак пирĕн çине чĕрĕ пекех вичкĕн куçсемпе йăл кулса пăхса тăрать. Чун-чĕре ыратупа тулать. Ăна çывăх пĕлнĕ юлташĕсем шывланнă куçĕсене шăла-шăла илеççĕ…

Маллалине хаçатра вулама пултаратăр…

Марина ВАСТУЛОВА,
округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ.

Сăн ỹкерчĕксенче: чупури самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code