Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кандидатсемшĕн алă пуснине тĕрĕсленĕ

Кандидатсемшĕн алă пуснине тĕрĕсленĕ

Суйлав кампанийĕн пурне те кăсăклантаракан тапхăрĕ — алă пуснине пуçтарса вĕсене тĕрĕслесси — вĕçленчĕ. Ун витĕр ултă кандидат тухрĕ. Тĕп суйлав комиссийĕ алă пуснисене суйлавлă тĕрĕслес ĕçе вĕçленĕ.

Алă пуснă хутсен тĕрĕслев итогĕпе патшалăхăн хальхи ертỹçи Владимир Путин Президент кандидачĕ пулса регистрациленнĕ. Кун пирки РФ Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Элла Панфилова пĕлтернĕ.

Ун сăмахĕ тăрăх, парламент партийĕнчен тăратман пилĕк кандидат та — Григорий Явлинский («Яблоко»), Борис Титов (Партия Роста), Сергей Бабурин (Российский общенародный союз), Максим Сурайкин («Коммунисты России») тата Ксения Собчак («Гражданская инициатива») — алă пуснине тĕрĕслемелли тапхăра ăнăçлă тухнă. Тепĕр хут никамшăн та тĕрĕслев ирттермеççĕ. Çакă шăпах Президент кандидачĕсене официаллă регистрациленме нимĕнле чăрмав та пулманнине çирĕплетет. Халĕ РФ Тĕп суйлав комиссийĕн йышăнăвĕнчен çеç килет. Владимир Путин штабĕ кирлĕ чухлĕ алă пуснине пуринчен малтан панăран, ăна регистрацилес йышăну та хăвăрт пулнă.

Маларах вара парламент партийĕсенчен Владимир Жириновские (ЛДПР) тата Павел Грудинина (КПРФ) регистрациленĕ. Вĕсемшĕн алă пуснине пуçтарасси кирлех те пулман. Çапла вара хальхи вăхăтра çĕршыв ертỹçи пулас текенсем саккăрăн юлнă.

Алă пустарас тапхăр чи çивĕччисенчен пĕри пулнă. Çак вăхăтра суйлав умĕнхи агитаци пулманни те çакнах çирĕплетсе парать. Чăваш Енре хальлĕхе виçĕ кандидатшăн — Владимир Жириновскишĕн, Павел Грудининшăн тата Владимир Путиншăн — тулаш рекламăсене курма пулать.

Владимир Путин ăна регистрациленĕ кунхине çеç хăйне пулăшакан çĕнĕ командăллă пулнă. Чăваш Енри çамрăксен хастар ушкăнĕ ятарлă пресс-конференцире хальхи Раççей Президентне пулăшса пыракан юхăм йĕркелесси пирки пĕлтернĕ.

Вĕсенчен кашниех обществăлла ĕçре тата пысăк опыт пухнă çамрăксем хушшинче авторитетлă. Журналистсемпе курса калаçма тата хăйсен позицийĕ пирки пĕлтерме волонтерсен, студентсен, вĕренекенсен пĕрлĕхĕсен представителĕсем, спорт тата культура общественноçĕсем хапăл тунă. Вĕсем юлашки çулсенче çамрăксемшĕн хăйсен пултарулăхне кăтартма майсем çителĕклĕ пулнине каланă. Патшалăх гранчĕсем, пĕлỹ илмелли майсем, çамрăксен ĕçне тата волонтерсен юхăмне пысăк тимлĕх уйăрни пирки аса илнĕ.

Спортсменсем Владимир Путин сывă пурнăç йĕркишĕн тата спорта аталантарассишĕн ырă тĕслĕх пулнине шанса тăраççĕ. Çакă пирĕн республикăра уйрăмах туйăнать. Юлашки çулсенче çĕнĕ спорт объекчĕсем питĕ нумай хута кайнă.

Кунсăр пуçне пуçаруçăсем кирек мĕнле гражданин та Путинăн волонтерĕ пуласси пирки пĕлтерме тата унăн Putin Team командине кĕме пултарни çинчен каланă. Çавăн пекех вĕсем çывăх вăхăтра социаллă сетьре — Контактра — хăйсен ушкăнне уçаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code