Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Фестиваль хăнасене пуçтарчĕ

Фестиваль хăнасене пуçтарчĕ

Елчĕк шкулĕнче «Основы религиозных культур и светской этики», «Духовно-нравственное воспитание и развитие учащихся на основе отечественных и духовных традиций» курссене ертсе пыракан предагогсен районти фестивалĕ иртрĕ.

Унта шкулсенчи 42 педагог, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ – тăваттăмĕш округăн благочиннăйĕ Александр Сенькин, ытти настоятельсем хутшăнчĕç.

Фестиваль тĕрлĕ юхăмпа иртрĕ. Чи малтанах килнĕ хăнасем кĕçĕн классенче иртнĕ уçă уроксенче пулчĕç, шкулта маларах асăннă предметсене вĕрентес йĕркепе паллашрĕç.

Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май тĕрлĕ номинацире палăрнă вĕрентекенсене дипломсемпе чысларĕç: Любовь Маркова, Алина Данилова, Вера Молоствова, Татьяна Маркова /Елчĕк шкулĕ/, Татьяна Зайцева /Кивĕ Эйпеç/ – пĕрремĕш, Виталина Митрофанова /Çирĕклĕ Шăхаль/, Светлана Волкова, Ольга Артемьева, Роза Орлова, Татьяна Васильева, Ирина Идутова /Елчĕк/, Татьяна Барская /Аслă Таяпа/, Татьяна Ласточкина /Аслă Елчĕк/, Людмила Портнова, Накия Залялетдинова /Кушкă/ призлă вырăнсене йышăнчĕç.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем фестивале хутшăннисене «Ырăлăх тĕнчене çăлать» ятпа хатĕрленĕ сăвă-кĕвĕ композицийĕпе савăнтарчĕç. Кунтах ачасен алă ĕçĕсен куравĕ ĕçлерĕ.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code