Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрỹ вăхăт

Хĕрỹ вăхăт

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый апрелĕн 25-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура тишкернĕ ыйтусем пурте пĕлтерĕшлĕ.

Хĕру вăхăт, иртнĕ эрнерен тытăнсах район уй-хирĕсенче ака ĕçĕсем вăй илсе пыраççĕ. Çакна кура ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи çĕр ĕçченĕсен паян пурин те пĕр тĕллев — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса чи кĕске вăхăтра акса хăварасси. Районти аграрисене палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçлама ăнăçусем сунар.

Коронавирус чирне пула юлашки вăхăтра онлайн мелпе йĕркелеме тивнĕ Çуркуннепе Ĕç уявĕпе Çĕнтерỹ кунне те тинех малтанхи вăхăтри пекех пысăк ушкăнпа — пысăк хавхаланупа кĕтсе илме май пулĕ. Майăн 1-мĕшĕнче хăнăхнă йăлапа районти ĕç çыннине сума суса Хисеп хăми уçаççĕ. Çĕнтерỹ уявĕн, çак куна халалласа ирттерекен мероприятисен программи те тулли, пуян пулма кирли куç кĕрет. Унччен вара юлнă шутлă кунсемпе усă курса территорисене хăтлăх кĕртес тĕллевпе экологи субботникĕсене йĕркелеме, вăрçăра вилнисемпе унта хутшăннисене асăнса лартнă палăксемпе обелисксене çĕнетме-тирпейлеме ĕлкĕрмелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çакăн пирки асăрхаттарни тỹррĕнех ял тăрăхĕсене пырса тивет.

Леонард Левый çакăн пирки те манмарĕ: кăçалхи апрелĕн 29-мĕшĕнче (паян) Чăваш Республикин символĕсене йышăннăранпа 30 çул çитет. Сăмах май, çак кун шкулсенче те уроксем патшалăх символĕсем пирки каласа кăтартнинчен пуçланмалла.

Районти кашни ялта 2021 çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевсене палăртакан граждансен пухăвĕсем пулса иртнĕ. Халĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кашнийĕ черетпе район администрацийĕнче отчет тăваççĕ. Хальхинче сăмах Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне Валерий Петрова тивĕçрĕ. Умри йывăрлăхсене пăхмасăр, курăмлă ĕçсем сахал мар пурнăçлаççĕ кунта.

Савăнăçлă самант çинче чарăнса тăрар: Леонард Левый Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕн çумне Светлана Петрянкинăна тата Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне Василиса Сапожниковăна çуралнă кунĕсем ячĕпе саламларĕ, нумай çỹл тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс турĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code