Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултав серепинче

Ултав серепинче

Çынсен укçине контактсăр майпа вăрлакансем самантлăха та лăпланмаççĕ. Шупашкарта пурăнакан 60 çулхи хĕрарăм ултавçăсенчен мăшкăл курнине пĕлтерсе Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтнă.

Вăл интернет-платформăра регистрациленсе преступниксен серепине лекнĕ. Иккĕмĕшсем хĕрарăма инвестици çинче укçа ĕçлесе илме сĕннĕ, пуяс тесен мĕн тумаллине вĕрентсе пынă. Ăна гипноз тунă тейĕн – телефонпа шăнкăравлакансен витĕмне кĕрсе ÿксе хайхи вĕсене 2 миллион тенкĕ таран куçарса панă. Хĕрарăмăн хăйĕн укçи пысăках пулман – банкран кредит кая-кая илнĕ.

Хăйне улталанине кайран анчах ăнланнă вăл. Асăннă ĕçпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем РФ Уголовлă кодексĕн 159 статйин 4 пайĕпе килĕшÿллĕн ĕç пуçарнă.

Пурлăха тата укçа-тенке упрар. Пире никам та ямăт укçа-тенкĕ тыттармĕ. Çавăнпа та халăха тимлĕ пулма ыйтас килет, палламан номерсемпе шăнкăравлакансемпе калаçасран, вĕсен витĕмне кĕрсе ÿкесрен асăрханăр.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code