Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырмана тухма хатĕрленеççĕ

Вырмана тухма хатĕрленеççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тыр-пул çапса тĕшĕлекен комбайнсене, йĕтемсемпе тĕш тырă типĕтекен комплекссене, складсене çĕнĕ тырра йышăнма епле хатĕрленине комиссипе тĕрĕслес ĕç малалла пырать.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ытти комисси членĕсемпе пĕрле иртнĕ кунсенче Ленин ячĕллĕ, «Комбайн» ЯХПКсене, «Победа», «Энтепе» ОООсене тата çак территорисене кĕрекен В.Чернов, П.Хмелев, А.Чайкин хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене çитсе курнă.

Комисси асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленнине палăртнă: кадрсем çителĕклĕ, тыр-пула уйрăммăн çапса тĕшĕлеме уйăрнă комбайнсемпе жаткăсене, çĕре ĕçлесе хатĕрлекен тата кĕр тыррисене акма хутшăнакан пĕтĕм техникăна хатĕррисен ретне лартнă.

Сăмах май, вырмана хатĕрленнипе пĕр вăхăтрах «Победа» ОООра 400 пуç ĕне выльăх вырнаçмалли çĕнĕ ĕмĕрти витене хута яма хатĕрленеççĕ. Ленин ячĕллĕ ЯХПКра пăру витине реконструкци тăваççĕ, çĕнĕ трактор туяннă. «Комбайн» ЯХПКра утă хранилищи тăваççĕ, «Энтепе» ОООра çĕнĕ пресс-подборщик, апат валеçекен агрегат тата ытти хăш-пĕр техника туяннă.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code