Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çитĕнÿсемшĕн – грант

Çитĕнÿсемшĕн – грант

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикунсерен райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттерекен йăлана кĕнĕ канашлусенче район пурнăçĕпе çыхăннă кулленхи ыйтусене пăхса тухаççĕ. Хальхинче вăл пуçламăш сăмаха Комсомольскинче иртнĕ Акатуйпа çыхăнтарчĕ. Кÿршĕсем ăна районăн 80 çулхи юбилейне халалланă.

Николай Миллин уявăн хатĕрленÿпе çыхăннă тĕрлĕ саманчĕ, мастер-классем пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ, çĕнĕлĕхсемпе хамăр патăмăрта усă курмаллине палăртрĕ. Каçалсен уявĕ Елчĕк районĕшĕн те паллă пулăмпа çыхăнса юлнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унта 2018 çулхи социаллă-экономика ĕç итогĕсем тăрăх пирĕн район муниципалитетсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртнă, çавна май территорин экономика потенциалне аталантарма, тĕп капитала инвестицисене хывма 12 миллион тенкĕлĕх грант тивĕçнин Свидетельствине панă. Районти кашни ĕçченĕн хастарлăхĕпе тивĕçнĕ суммăна çул-йĕрсене юсаса çĕнетме яма пăхнă.

Канашлура Николай Петрович районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникне Ирина Аникинăна асăннă тытăмра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп гармотипе наградăларĕ.

ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Надежда Баймушкина демографин кăçалхи çур çулхи «ÿкерчĕкне сăнласа» пачĕ. Савăнмалли, шел, çукрах. 2019 çулхи 6 уйăхра 25 ача çуралнă пулсан, ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен сахалтарах. Ÿсĕм пĕр ял тăрăхĕн администрацийĕпе те çук. Кĕçĕн Таяпа хутлăхĕнче вара пĕр çĕнĕ «кайăк» сасси те янраман. Çемьере ытларах миçемĕш ача çуралнине пăхсан та ÿсĕмсĕр.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 158 çын вилнине регистрациленĕ, вĕсенчен 71 арçын, 85 хĕрарăм. Пĕлтĕр ку тапхăрта 169 çын çĕре кĕнине çирĕплетнĕ пулнă. Асăннă кăтарту Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче япăхрах – 8, 5 çын ытларах вилнĕ.

Çĕнĕ çемье çавăрассинче те тăпах чарăннăн туйăнать. Кăçал иртнĕ çулхинчен 9 сахалтарах. Районĕпе 16 çемье чăмăртаннă тăк, Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче пачах çук. Танлаштарма: 2017 çулта районта 31 мăшăр ĕмĕр пĕрле пурăнма кăмăл тунă.

Уйрăлакан çемьесен йышĕ ÿсни те шухăшлаттарать. Вĕсем – 19 /пĕлтĕр 7/. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: сăра-эрехпе иртĕхнине пула /7/, мăшăрсенчен пĕри аякка ĕçлеме çÿренĕрен /6/, пурăнма укçа-тенкĕ çитменрен, пĕр-пĕрне шанманран /4-шар/. Чи пысăк пайĕ, 10 çемье, 5 çултан пуçласа 10 çулччен мăшăрланура тăнă хыççăн уйрăлнă. ЗАГС пайне ят е хушамат улăштарас тĕллевпе ыйтупа тухакансем те пур.

Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та еплерех ĕçленĕ-ха январь-июнь уйăхĕсенче? Ыйтăва унăн директорĕ Марина Васильева уçăмлатрĕ. Иртнĕ çур çулта ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе учета тăнисен шучĕ 55 /0,61 процент/ çынна çитнĕ. Ÿснин палли виçĕ шкулта оптимизаци йĕркеленипе те ытларах çыхăннă. Кашни предприятипе учреждени уйăхсерен центра ваканси пирки пĕлтерме тивĕç. Вĕсем ĕçлев центрĕпе пĕрле тимлесен çеç учета тăнисен шутне чакарма пулĕ. Çакна вĕсем саккунпа килĕшÿллĕн тумаллах. Çавăн пекех штат кĕскетĕвне лекекен ĕçченсем пирки те маларах пĕлтерес пулать.

Çур çул хушшинче центра 374 /2018 çулта – 462/ çын ыйтупа тухнă. Пысăк пайĕ хĕрарăмсем – 52,67 процент. Çулталăк пуçламăшĕнчен организаци пулăшнипе 285 çынна ĕçе вырнаçтарнă, тÿлевлĕ обществăлла ĕçсене 61-ĕн хутшăннă,14-18 çулсенчи 178 ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Тĕрмерен ирĕке тухнисемпе те, «йывăр» ачасемпе те тĕллевлĕн тимлеççĕ специалистсем.

Ĕçлев центрĕ ваканси ярмăрккисем, тренингсем, «уçă алăксен кунĕсем» тата ытти мероприяти ирттерни те ĕç тытăмĕнчи лару-тăрăва уçăмлă та тухăçлă йĕркелесе пыма май параççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов уй-хир, обществăлла выльăх-чĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чарăннă май, пуçарулăхпа çыхăннă ырă тĕслĕхе те палăртрĕ: районти «Ĕçе пуçăнакан фермер» проекта хутшăнса тăватă çын 2-3 миллионлăх гранта тивĕçнĕ.

Канашлура ытти сферăна пырса тивекен ыйтусене те сÿтсе явнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code