Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пушкин картти» культура шайне çĕклет

«Пушкин картти» культура шайне çĕклет

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Вилекенсен шучĕ пысăк

Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç. Округри çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ыйту тимлĕхре пулчĕ. Кăçал хĕл ăшă килчĕ, юр сахал çурĕ, çавна май халăх çул-йĕре юр тултарса хунипе тарăхмарĕ тесен те йăнăш пулас çук. Çапах та округ пуçлăхĕ Леонард Левый çул-йĕре юртан-пăртан тасатас енĕпе яваплă ĕçченсене тимлĕ пулма ыйтрĕ. Çул-йĕр шуçлакне чакарас тĕллевпе хăйăр е ытти хатĕр сапсах тăмаллине аса илтерчĕ.

— Хĕл вĕçленмен-ха, тепĕр уйăх пур. Кирек хăш вăхăтра та юр çуса лартма пултарать — çавна май юр тасатма уйăрнă техника юсавлă, водительсем те çула тухма яланах хатĕр пулмалла, — палăртрĕ Леонард Васильевич.

Округ администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина 2024 çулта пурнăçланă ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çул ЗАГС пайĕ пĕтĕмпе 393 тĕрлĕ акт çырнă (çакă виçĕм çулхипе танлаштарсан 17 акт нумайрах). Пĕлтĕр ача çурални пирки 40 тĕслĕх (20 арçын ача, 20 хĕр ача) регистрациленĕ пулсан, çын вилни пирки — 291. Танлаштарас пулсан, çакă паллă: Елчĕк ял тăрăхĕнче — 14 ача, Курнавăш — 9, Аслă Елчĕк — 7, Лаш Таяпа — 3, Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш — 2-шер, Çирĕклĕ Шăхаль тата Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенче 1-ер ача çут тĕнчене килнĕ. Урăх вырăнта çуралнă пĕр ачана Елчĕк тăрăхне килсе регистрациленĕ. Шел пулин те, Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнче виççĕмĕш çул пĕр ача та çуралман.

291 çын вилнĕ терĕмĕр. Вĕсенчен 171-шĕ — арçын, 120-шĕ — хĕрарăм. Вăтам пурнăç тăршшĕне илес пулсан, вăл арçынсен — 69 (2023 çулта — 68), хĕрарăмсен 82 (81) çулпа танлашать. Ытларах пайĕ пурнăçран çак сăлтавсене пула уйрăлать: тĕп нерв тытăмĕн, чĕре, пуç мимин ишемийĕ, рак, ỹпке чирĕсемпе.

Пĕлтĕр 16 мăшăр пĕрлешнĕ пулсан, 21-шĕ уйрăлнă.

Ял хуçалăх отраслĕ — тимлĕхре

Иккĕмĕш ыйтупа округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков тухса калаçрĕ, хăй ертсе пыракан пай пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Раççейре тата республикăра анчах мар, округра та ял хуçалăх отрасльне аталантарасси çине çулсерен пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2024 çулта округра агропромышленность комплексне тĕревлес тĕллевпе уйăракан патшалăх пулăшăвĕ курăмлă пулнă — федераци тата республика бюджечĕсенчен тивекен патшалăх пулăшăвĕн мĕн пур калăпăшĕ 199 миллион та 95 пин тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкне илес пулсан (пурĕ 41265 гектар) 22821 гектар çинче тĕш тырă, 13658 гектар — выльăх апачлĕх культура, 2435 гектар — техника культури, 368 гектар — çĕр улми, 110 гектар лаптăк çинче пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Пурĕ 75174 тонна тĕш тырă (алласа кĕлете кĕртнĕ виçе — 71531 тонна) туса илни — пысăк кăтарту. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма та апат никĕсне çирĕп хатĕрленĕ. Иртнĕ çул мĕн пур категоринчи хуçалăхсенче 34250 тонна сĕт (104 процент), 2907 тонна (97 процент) аш-какай туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕç укçи фончĕ 287 миллион та 72 пин тенкĕпе (2023 çулхипе танлаштарсан — 115 процент), ĕçлекенĕн пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 40 пин те 206 тенкĕпе танлашнă.

Палăртса хăварас пулать, 2025 çулхи тыр-пул никĕсĕ те çирĕп. Тĕш тырă культурисен вăрлăхне пĕлтĕр çителĕклĕ хывса хăварнă, 24 пин гектар лаптăкра кĕрхи çĕртме сухи тунă, кĕрхи культурăсене 5092 гектар çинче акса хăварнă.

Малалла округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — администрацин территорийĕсене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ Алина Смирнова сăмах илчĕ. Вăл юсавпа строительство ĕçĕсене контрактацилессипе çыхăннă ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕ.

Федераци программи ăнăçлă пурнăçланать

Округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Марина Вастулова федераци шайĕнчи «Пушкин картти» проект округра мĕнле пурнăçланни пирки пĕлтерчĕ. Асăннă карттă 14-22 çулсенчи ачасемпе çамрăксене культурăпа тата искусствăпа çывăхлатма май парать. Ăна РФ Президенчĕн пуçарăвĕпе 2021 çулта пурнăçа кĕртме пуçăннă. Чăваш Енре Пушкин карттипе 100 пине яхăн яшпа хĕр усă курать. Пирĕн республика Пушкин карттипе усă курас енĕпе чи лайăххисен йышĕнче.

«Пушкин карттипе» усă куракана пĕр çулталăкра 5-шер пин тенкĕ параççĕ. Ку программăна Чăваш Енри 100 яхăн культура организацийĕ хутшăнать.

Федераци шайĕнчи проекта ăнăçлă пурнăçа кĕртес тесен округра иртекен мероприятисем çителĕксĕр, çавăнпа та вĕренекенсене республикăн тĕп хулинче, ытти вырăнсенче иртекен мероприятисене хутшăнтарас тĕллевпе шкулсенче экскурсисем йĕркелеççĕ.

2025 çулхи январĕн 27-мĕшĕ тĕлне округри 308 вĕренекен тата 4 ĕçлекен çамрăк «Пушкин карттин» хуçисем пулни паллă. Палăртма кăмăллă, 2024 çулта библиотека тытăмĕнче çак программăпа килĕшỹллĕн 47 мероприяти ирттернĕ, пурĕ 94,5 пин тенкĕлĕх 536 билет сутăннă. Централизациленĕ культура тытăмĕнче 42 мероприяти йĕркеленĕ, пурĕ 993 билет (208 400 тенкĕлĕх) сутăннă.

Канашлу вăхăтĕнче вĕрентỹ, культура, социаллă хỹтлĕх, сывлăх сыхлавĕн сферисенчи ыйтусене те тишкерчĕç. Территорисене тирпейлĕхре тытас, хуçасăр йытăсемпе çыхăннă ыйтусене татса парас темăсем те тимлĕхре пулчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code