Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçатăн 12000 номерĕ кун çути курчĕ!

Хаçатăн 12000 номерĕ кун çути курчĕ!

Çапла, 1932 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухма пуçланă округ хаçачĕн историйĕ хăйне евĕрлĕ пулăмпа çырăнчĕ — иртнĕ эрнекун 12000-мĕш номер тухрĕ.

«Колхоз ялавĕ» (1996 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнчен — «Елчĕк ен») Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче те тухма чарăнман. Ун чухне чăн-чăн агитатор тивĕçне пурнăçланă вăл. 1962-1965 çулсенче кăна тăхтав пулса илнĕ. Ку вăл Елчĕк районне Патăрьел районĕпе пĕрлештернипе çыхăннă. Халĕччен тăван хаçата 24 çын редактор, тĕп редактор (1991 çултан) пулса ертсе пынă. Хăшĕ-пĕри икĕ-виçĕ хутчен те йышăннă ку должноçа. Чи пысăк стажли вара вĕсенчен — Николай Алексеев: 13 çул. Вăл редакци ертỹçисенчен пĕтĕм ĕç биографине хаçатпа çеç çыхăнтарнисенчен те пĕртен пĕрре.

Хаçат тиражĕ нихăш çулта пĕрешкел пулман, пулма та пултараймасть. 1958 çулччен, калăпăр, 2 пин экземпляра та çитмен вăл. Чи пысăк кăтарту 1990 çула тивĕçет: 6680 таран ỹснĕ. Статистикăна шута илсен, çав тапхăрта районта 28700 çын шутланнă, эппин, 4,29 çын пуçне пĕр экземпляр тухнă. Халĕ округри халăх шучĕ 14957 çынпа танлашать. Тиражăн (3221 экз.) тỹпине пăхсан 4,64 çынна вăтамран пĕр экземпляр лекет. Калас пулать, асăннă кăтартупа «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ пуçласа мар республикăра чи малтисенчен пĕри. Редакци коллективĕн çитĕнĕвĕ унри кашни ĕçченĕн пултарулăхĕнчен нумай килет. Çавна май Шупашкарта иртнĕ Пичет кунĕнче Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван Тав çырăвĕпе чыслани пирĕн ĕçе пысăка хурса хаклани.

…Пĕрремĕш хаçатçăсем пирвайхи тапхăрта тĕрлĕ çуртсенче ĕçленĕ. Каярахпа хальхи, парти райкомĕ, ун хыççăн ача сачĕ вырнаçнă сакăр кăмакаллă çурта, куçнă. Ватăсем 1936-1938 çулсенче тунă тесе калатчĕç ăна. Пулас изданин кашни сăмахне ĕлĕк пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă унта ĕçлекенсем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче линотипистка кашни йĕркене ятарлă машина çинче шăратса кăларнă-ха, заглависене пур пĕрех наборщицăсемпе верстальщицăсем сас паллин пуçтарнă. Ку специальноçсем тахçанах архаизма куçнă ĕнтĕ. Çавна май хаçата компьютер вăйĕпе хатĕрлесе кăларма пуçланăранпа уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт пекех темелле…

Хаçат вăйĕ, унăн малашлăхĕ обществăлла корреспондентсенчен те нумай килет. Шел пулин те, çĕнĕ информаци технологине пуçĕпех чăмнăран, редакципе çыхăну тытакансен шучĕ чакса пырать. Шкул ачисен интересĕсем те улшăнчĕç-тĕр — çыракан çук. «Ватă гварди» вара пуç усмасть: Николай Алексеев (Елчĕк), Владимир Плотников (Аслă Пăла Тимеш), Николай Александров (Çĕнĕ Арланкасси), Николай Мустаев (Çĕнĕ Эйпеç) вырăнти историпе çыхăннă тĕпчев статйисем пичетлеççĕ. Аслă Пăла Тимешри тата Хăвăлçырмари хĕрарăмсен канашĕсен ертỹçисем — Зинаида Портновăпа Зинаида Михеева тĕслĕхлĕ çемьесем çинчен хыпарласах тăни питĕ вырăнлă. Кăçал Раççей шайĕнче «Çемье» наци проекчĕ ĕçлесе кайнăран ку темăна малалла çул парăпăр. Александр Сорокин (Елчĕк) пурнăçри çивĕч ыйтусене тỹррĕн çутатнипе палăрса тăрать. Унăн статйисене «Хыпар» хаçатра та питĕ хапăл. «Елчĕк енре» 34 çул редакторта вăй хунă Валентина Кириллова кăçалхи пĕрремĕш кăларăма тỹрех икĕ пысăк материалтан пуçларĕ. Çавна май ĕçтешĕмĕрĕн калемĕ çивĕчленсе пырасса шанас килет.

Кам мĕнле жанрпа е темăпа çырать — уйрăмлăх çук. Кашни ялкорăн хыпарне кĕтетпĕр эпир. Пирĕнпе çыхăну татманнисене пурне та тав сăмахĕ калатпăр.

Çырăнтару тапхăрĕнче вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр тăрăшакан почта çыхăну ĕçченĕсене те яланах ыррине çеç сунас килет. Сирте те вăл хаçат пуласлăхĕ.

«Елчĕк ен» хаçата альтернативлă майпа сарассинче пулăшакан пирĕн тахçанхи партнерсене те палăртмасăр иртес çук. Вĕсем: НФЦ директорĕ Людмила Викторова, Надежда Герасимовăпа Анатолий Краснов уйрăм предпринимательсем.

2025 çулта округсенчи изданисем пурте Медиацентра пĕрлешеççĕ — «Хыпар» хаçат çумĕнче пулĕç. Оптимизаци çăмăллăх кỹмĕ, анчах 12000-мĕш номере çитнĕ тăван хаçатăмăрăн тăсăмĕ çирĕп пуласса ĕненетпĕр.

Николай МАЛЫШКИН.
Сăн ỹкерчĕкре: 1936 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче кун çути курнă хаçат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code