Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сашăн ятне çĕклесе

Сашăн ятне çĕклесе

«Улăп» ФОКра ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă Сывлăш-десант çарĕн гварди аслă сержантне, Паттăрлăх орденĕн икĕ хут кавалерне Александр Вячеславович Малова асăнса стритбол (3х3) вăййин «Çĕнтерỹ Кубокĕ» турнирĕ иртрĕ.

Черетлĕ иккĕмĕш ăмăртура шкул ачисен 8 командине, йышлă куракансемпе хăнасене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Александрăн мăшăрĕ Гульнара Малова тата ыттисем саламларĕç. «Паттăрăн манăçсăрлăхĕ — пирĕн астăвăмра» — çак шухăш тĕпре пулчĕ вĕсен сăмахĕсенче.

Турнир Паттăр ятне чăннипех çĕклерĕ. Çывăх кĕрешỹсенче мала тухнă Çирĕклĕ Шăхаль, Патрекккел, Елчĕк шкулĕсен командисене чаплă кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе çеç мар, пысăк укçан призсемпе те чысларĕç. Уйрăм номинантсемпе ытти командăсем те йĕркелỹçĕсен-спонсорсен чыславĕн пысăк сумне тивĕçрĕç. Кашни вăйăçăпа тренера тутлă апат-çимĕçпе сăйланма май туса пани те турнирăн пĕлтерĕшне ỹстерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code