Елчĕкри Кузнецовсен çемйин телейĕ иксĕлми.
Вĕсем федераци шайĕнче çирĕпленнĕ çурт-йĕр программипе килĕшỹллĕн çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма е уйрăм çурт-йĕр хăпартса лартма ирĕк паракан социаллă тỹлеве тивĕçнине çирĕплетекен сертификата алла илнĕ. Çак ятпа вĕсене округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă.
— Чи кирли, социаллă тỹлевпе сирĕн ачăрсен ырлăхĕшĕн ăнăçлă усă курмалла пултăр, — тесе палăртнă Леонард Васильевич.

