Паян, кăрлачăн 31-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тата общественноçа хăйĕн çулленхи Çырăвĕпе паллаштарать.
Çырура Олег Алексеевич республикăн управлени командин, муниципалитетсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетĕ, регион аталанăвĕн малашнехи тĕллевĕсене палăртĕ.
Тỹрĕ эфир 11 сехетре пуçланать. Ăна Олег Николаевăн телеграм-каналĕнче, Наци телевиденийĕнче курма тата радиовĕпе итлеме май пулĕ.

