Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хуçасăр çуртри сехет сасси»

«Хуçасăр çуртри сехет сасси»

Наци библиотекинчи «Варкăш» клубра Дмитрий Моисеевăн «Хуçасăр çуртри сехет сасси» кĕнекине пахаланă.

Пухăннисем çамрăк автор литературăра хăйĕн вырăнне тупнине палăртнă. Вулакансем унăн пĕрремĕш кĕнекине, «Ют пахчари хăмла çырли» ятлăскере, юратса йышăннă. Вăл «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки-2022» фестиваль-конкурсра çĕнтернĕ. Халĕ вулакансем çамрăк çыравçăн черетлĕ кĕнекипе паллашма пултараççĕ.

— Паянхи пурнăç кăларса тăратакан çивĕч ыйтусем тавра кирек кам та шухăшласа çỹрет. Эпĕ те çавăн пекех. Журналист пулнă май хурлăхлă, йывăр шăпаллă çынсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçма тивет. Çыракан çыннăн чунĕнче, ăсĕнче хайлав çырмалли материал пухăнсах пырать. Тăвăлса çитсен вара ларатăн та çыратăн, пĕр пуçласан хăй тĕллĕн тенĕ пекех таçтан шалтан тапса тухать», — палăртать Дмитрий Андреевич.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code