Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксен иккĕмĕш олимпиецĕ

Елчĕксен иккĕмĕш олимпиецĕ

2000 çулхи Сиднейри XXVII-мĕш Олимп вăййисенче Лаш Таяпа каччи Владимир Андреев 20 çухрăма хăвăрт утассипе бронза медале тивĕçнине хаçат вулаканĕсем пĕлеççех ĕнтĕ. Елчĕксем хăйсен мухтавлă ентешĕпе чăннипех мăнаçланаççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.

…Çитĕнÿ нихăçан та çăмăл килмест. Сентябрь уйăхĕн шăрăх çанталăкĕ тăнă Австралире. 20 çухрăма хăвăрт утассипе вун-вун çĕршывран килнĕ спортсмен старта тухнă. Вĕсен йышĕнче – чăваш атлечĕ Владимир Андреев. Ентешĕмĕр дистанцин çуррине, 10 çухрăма, 10-13 хăвăрт утакан пĕр ушкăнпа çитнĕ. Владимир Польша спортсменĕпе Роберт Корженевскипе, ушкăн пуçĕнче пынă. 14-мĕш çухрăмра вĕсем иккĕшĕ ыттисенчен уйрăлса мала кайнă. Финиша çитесси 4 çухрăм юлсан вĕсене Мексика спортсменĕ хăваласа çитнĕ. Çак пĕчĕк ушкăн финиша çывхарнă. Анчах та Владимир хăвăртлăха сисĕнмеллех чакарнă. Часах унран Мексикăн тепĕр спортсменĕ иртсе кайнă. Вăл финиша пĕрремĕш çитнĕ, иккĕмĕшĕ – Польша, виççĕмĕшĕ каллех Мексика спортсменĕсем. Владимир Андреев – тăваттăмĕш. Анчах кунта кĕтмен япала пулса иртнĕ: судьясем финиша малтан çитнĕ Мексика атлетне дисквалификациленĕ. Каярахпа вăл финиша çитес умĕн утнине мар, чупнине кăтартнă. Ку спорт дисциплининче ун пекки час-часах пулать. Çапла вара пирĕн ентеш тăваттăмĕш вырăнтан виççĕмĕшне куçнă, бронза медаль хуçи пулса тăнă. 20 çухрăма вăл 1 сехет те 19 минут та 27 çеккунтра утса тухнă.

– Юлашки икĕ çухрăм юлсан питĕ ывăннине туйрăм, паллах, чăтмаллаччĕ, пулмарĕ, çак вăхăт тĕлне мана судьясем утмалли йĕркене пăснăшăн икĕ хутчен асăрхаттарнăччĕ, – тенĕ вăл ун чухне телевиденипе хаçатсен корреспонденчĕсене панă интервьюра.

Владимир Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа çывăх туслашнă. Унăн пĕрремĕш тренерĕ – Петр Самсонов. Йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕскер кирек мĕнле ĕçрен те пăрăнман. Çу кунĕсенче «Слава» колхозăн уй-хирĕнче ĕçлесе пиçĕхнĕ, кил-çуртра амăшне пулăшнă. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕп пулнăран спорт ăмăртăвĕсенче ялан малта пулнă. Профессипе техника училищинче вĕреннĕ хыççăн Совет çарне кайнă. Шупашкара килсен Геннадий Семенов тренер патĕнче хăвăрт утакансен ушкăнĕнче ăсталăха туптанă, кĕске вăхăтрах пултаруллă атлетсен ретне тăнă. Владимир Васильевич 1988 çултанпа – хăвăрт утассипе СССР, унтан Раççей пĕрлештернĕ командин членĕ. Раççей чемпионачĕсенче 1992, 1993, 1995, 1996, 1998 çулсенче ылтăн, 2000 çулта кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. Тĕнче кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусенче 1993, 2000 çулсенче иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Тĕнче класлă спорт мастерĕ 1992 çулта Барселонăра пуçласа иртнĕ XXV Олимп вăййисене хутшăннă. 20 çухрăма 13-мĕш вĕçленĕ.

В.Андреев Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 2000 çулта ăна «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Çав çулах унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ. 2007 çулта мухтавлă спортсмена «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне парса чысланă. Çавăн пекех Владимир вĕреннĕ Лаш Таяпа шкулне ун ятне панă.

Хальхи вăхăтра Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Шупашкарта пурăнать. Çамрăк спортсменсене ăмăртусене хатĕрлет. Мăшăрĕпе икĕ ача ура çине тăратнă. 55 çулхи хисеплĕ ентешĕмĕр асатте те пулса тăнă.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Андреев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code