Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета çирĕплетрĕç

Бюджета çирĕплетрĕç

Декабрĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ – Депутатсен пухăвĕн ертÿçи Алина Васильева ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 10 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Алена Быкова сăмах илчĕ, районăн 2021 çулхи тата планпа пăхнă 2022-2023 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозлă планĕ çинчен калакан йышăну проекчĕпе паллаштарчĕ. Ял хуçалăхĕ тĕп отрасль шутланнă май, ÿсĕм вăл мĕнле аталаннинчен чылай килет. Прогнозпа палăртнă тăрăх, ял хуçалăх продукцине туса кăларассин калăпăшĕ 2020 çулта, 2019 çулпа танлаштарсан, 1,3 процент ÿсĕ. 2021 çулта ку кăтарту 3,1, 2022 çулта – 3,3, 2023 çулта 3,7 процентпа танлашмалла. Ăнăçлă аталанăвăн тĕп кăтартăвĕ шутне инвестици калăпăшĕ ÿссе пыни кĕрет. Унăн пысăк пайĕ çул-йĕр тума, вĕренÿ, культура учрежденийĕсене çĕнетме, ял хуçалăхĕпе промышленность предприятийĕсенче çĕнĕ объектсем çĕклеме, техникăпа оборудование çĕнетме каять. 2020 çулта инвестици калăпăшĕ 310 млн тенкĕпе танлашмалла. 2023 çулта вара çак кăтарту 5,2 процент чухлĕ ÿссе 407 млн та 500 пин тенкĕпе танлашĕ. Кăçалхи çул пуçламăшĕнче 534 пĕчĕк тата вăтам предприяти шутланнă пулсан, çулталăк вĕçне вĕсен йышĕ 551-пе танлашĕ, вĕсенче 2318 çын тăрăшни паллă. Предприятисенче туса кăларакан тавар çаврăнăшĕ 2019 çулта 2 млрд та 714 млн тенкĕ пулнă пулсан, кăçал çак цифра 3,6 процент ÿссе 2 млрд та 812 млн тенке çитнĕ. 2023 çул тĕлне маларах асăннă предприятисен йышĕ 592, вĕсенче 2585 çын валли ĕç вырăнĕсем пулĕç, тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 3 млрд та 133 млн тенкĕпе танлашĕ.

Паянхи кун ĕçлекенсен пĕтĕмĕшле шучĕ 3995 çынпа танлашать, ĕç укçи фончĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 2,3 процент ÿснĕ, вăтам ĕç укçи кăçал 23571 тенкĕпе танлашĕ.

Финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина районăн 2021 çулхи тата планпа пăхнă 2022-2023 çулсенчи бюджечĕн проекчĕсемпе паллаштарчĕ. 2021 çулта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ – 355803,1 пин тенкĕ /налук тата налук шутне кĕмен тупăшсем – 79215,4 пин, республика уйăракан каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ – 276587,7 пин тенкĕ/, расхут пайĕ – 355938,5 пин, дефицит калăпăшĕ 135,4 пин тенкĕ. Район бюджетне пырса кĕрекен укçа-тенкĕн çăл куçĕсемпе тата бюджета хăш тытăма, мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ расхутлама палăртни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Малалла депутатсем 2021 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана тишкерчĕç, райадминистрацин структурине улăшăнусем кĕртрĕç, ытти ыйтусене тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code