Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кушкă ялĕн тепĕр наука кандидачĕ

Кушкă ялĕн тепĕр наука кандидачĕ

«Лайăх лаша пуласси тихаран, лайăх çын пуласси ачаран паллă», – тенĕ ĕлĕкех чăвашсем.

Ачалăхĕ çăмăл килмен Кушкă ялĕнчи Ольгăпа Сергей Фроловсен çемйинче ÿснĕ Генăн. Ялта ача сачĕ пулманран вăл ытларах амăшĕ çумĕнче çитĕннĕ. 2000 çулта Геннадий Кушкăри вăтам шкула 1 класа кайнă. Амăшĕ вырăнпах чирлĕ выртнăран мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ арçын ача. Килти нимĕнле ĕçе те тиркемен. Выльăхĕсене те пăхнă, ĕне те сунă… Пĕр çул аслăрах Надя аппăшĕпе пур енлĕн пулăшнă амăшне. Пĕртăвансем шкулта лайăх вĕреннĕ. Сăмах май тÿрех каласа хăварам, Надежда Сергеевна халĕ Вăрнар район больницинче педиатр врач пулса тăрăшать. «Земство тухтăрĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн çамрăк тухтăр унта ĕçлеме кайнă. Çемье чăмăртанă. Çамрăк мăшăрăн ывăл ача çитĕнет.

Геннадий Фролов çинчен сăмах пуçарсан, вĕсен класс ертÿçи Л.Пешенькова çакăн пек аса илет: «Класра 23 ачаччĕ. Пысăк та шавлă класчĕ. Пĕрле вĕренекенсем пурте Генăна итлетчĕç. Çав тери ырă кăмăллăччĕ. Кама та пулин пулăшу кирлĕ пулсан вăл чи малтан чупса пыратчĕ. Каччăн тепĕр лайăх енĕ те пурччĕ – вăл ертсе пыма ăстаччĕ. Класа тирпейлемелле-и е шкул пахчинче ĕçлемелле – Гена хăвăрт ачасене йĕркелетчĕ те ĕçе пуçăнатчĕç. Ĕçе ячĕшĕн мар, хăй пек тĕплĕ тума ыйтатчĕ. Вăл вĕреннĕ çулсенче класс сайчĕсем уçма кăна пуçланăччĕ. Гена Фроловпа Миша Козлов шкулта ытти классенчен малтан сайт йĕркелесе хыпарсем лартса пыратчĕç».

Г.Фролов шкултах пысăк тавра курăмлă, хастар пулнипе палăрнă. Предметсен олимпиадисене хутшăннă. Спорт ăмăртăвĕсенче илнĕ дипломсем те йышлă. Шкулта вĕреннĕ чухне «В» тата «С» категориллĕ водитель удостоверенине илчĕ мал ĕмĕтлĕ яш.

Алла аттестат илнĕ çулах çамрăк Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари медицинин академине вĕренме кĕчĕ. Ахальтен суйласа илмен Гена выльăх тухтăрĕн специальноçне. Унăн ашшĕпе амăшĕ – ветеринари тухтăрĕсем. Хăй те ачаран выльăхсене юратнă, вĕсем чирлесен ачашланă, шелленĕ. Урăх професси пирки шутлама та пултарайман.

Кушкă каччи Хусанта вĕреннĕ чухне хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ енĕпе ÿстернĕ. Конференцисенче тухса калаçнă май тĕпчев ĕçĕсем, статьясем çырнă, конкурссенче палăрнă. Вĕреннĕ хушăрах студентсен хăрушсăрлăх службин начальникĕн çумĕнче тăрăшнă. Пултаруллă студентăн лайăх вĕреннĕшĕн, мероприятисене активлă хутшăнса мала тухнăшăн панă грамотăсемпе дипломсем, Тав çырăвĕсем йышлă. Хула мэрийĕн А.Айданов ячĕллĕ стипендине икĕ çул тивĕçме пултарнă юратнă шăллăм. Çавăн пекех вăл пĕлĕвне тĕрлĕ курссенче ÿстернĕ. Хамăр районти «Прогресс» АХОра Николай Разумов тĕп ветврач патĕнче практикăра та сахал мар опыт пухнине палăртать Геннадий.

Хастар студента преподавательсем те асăрханă. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне ăна О.Якимов профессор пĕлĕвне аспирантурăра малалла аталантарма сĕннĕ. Çапла тунă та. Унтан ăнăçлă вĕренсе иккĕмĕш диплом илсе кăçалхи июнь уйăхĕнче диссертаци хÿтĕлерĕ, «Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ» ята тивĕçрĕ.

Кушкă ялĕн çиччĕмĕш наука кандидачĕ хăйне вĕрентнĕ учительсене, чи малтанах пĕрремĕш вĕрентекенне Г.Н.Жилинăна, класс ертÿçине Л.С.Пешеньковăна тарăн пĕлÿ, çирĕп воспитани панăшăн, çывăх тăванĕсене пур енлĕн пулăшса пынăшăн тав тума та манмасть.

28 çулхи ăсчах малалли ĕçне наукăпа çыхăнтарасшăн. Уйрăмах ăна выльăх-чĕрлĕх валли апат-çимĕç туса илекен технологи кăсăклантарать. Хальхи вăхăтра Геннадий Сергеевич Хусанти наукăпа тĕпчев центрĕнче аслă наука сотрудникĕнче тăрăшать, хăй пĕлÿ илнĕ академире студентсене вĕрентет. Геннадий 2019 çулта çемье çавăрчĕ. Катя мăшăрĕ ăна ывăл парнелерĕ. Ермак юратуллă та ăшă йăвара хавас та тату ÿсет.

Эпир хамăрăн çывăх çыннăмăрпа савăнатпăр, мухтанатпăр. Шел, çак савăнăçа амăшĕ пирĕнпе пĕрле пайлаймарĕ…

Л.МАРКОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Г.Фролов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code