Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Совет влаçне йышăнайман

Совет влаçне йышăнайман

1905-1907 тата 1917 çулсенче чăваш халăхĕ хушшинче те революци-наци юхăмĕ чĕрĕлнĕ. Ăна чĕртекенĕсем тата вăй парса тăраканĕсем тăван халăхăн çамрăк интеллигенчĕсем пулнă. Вĕсенчен чи пуçарулли Г.Ф.Алюнов пулнă. Вăл тăван халăхне хĕрÿллĕн юратнă, ăна тĕнчери вăйлă аталаннă нацисемпе пĕр тан тăвасшăн çуннă. Çак çутă ĕмĕте пурнăçлама хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр кĕрешнĕ.

Гавриил Федорович Алюнов /1909 çулччен Федоров хушаматпа çÿренĕ/ 1876 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе мартăн 10-мĕшĕнче/ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1890 çулта Кĕвĕрле /çапла чĕннĕ ăна ялта/ Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсене хатĕрлекен шкула вĕренме кĕнĕ. Пилĕк çул пĕлÿ илсен пуçламăш шкул вĕрентекенĕ пулса тăнă. Шкул инспекторĕ И.Я.Яковлев çамрăк вĕрентекене шкултах пĕрремĕш класра вырăс чĕлхи вĕрентме хăварать. Анчах та вĕренÿ çулĕ вĕçленес умĕн хастар педагог пурнăçĕнче кĕтмен çĕртен ырă мар ĕç сиксе тухать. Алюнов ятне хуратас тĕллевпе паллă мар çынран унăн ячĕпе И.Я.Яковлев патне çыру килет. Çырура Яковлевăн арăмĕн Екатерина Алексеевнан ырă ятне чысран кăларас тĕллевлĕ сăмахсем çырнă мĕн. Яковлевсем ăна никам та мар, Федоров çырнă тесе шухăшланă. Вĕсен хушшинчи ырă хутшăну пăсăлнă. Кÿренÿ туйăмĕпе тулнă Гавриил вĕренÿ çулĕ вĕçленсен Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕнчи Тăвай ялне /халĕ район центрĕ/ ĕçлеме куçса кайнă. Çав хушăра хайхи «усал» çырăва кам çырни те палăрнă: ăна Федоровпа пĕр класра вĕреннĕскер Гавриилăн почеркне евĕрлесе çырнă пулнă. Тăвайĕнче пĕр çул ĕçленĕ хыççăн Г.Федоров Чĕмпĕрти тĕн семинарийĕн 4-мĕш класне вĕренме кĕнĕ. Кунта вăл В.Г.Архангельский вĕрентекенпе паллашать, каярахпа унпа çывăх туслашать. Архангельский Кĕвĕрлене саккунсăр майпа пичетленĕ кĕнекесемпе паллаштарнă, унпа политика ыйтăвĕсемпе калаçса çамрăкăн тĕнче курăмне аслăлатнă тата тарăнлатнă. Алюнов революционер пулса тăнинче Архангельскин тÿпи пысăк. Лицейри юлташĕсемпе пĕрле Г.Федоров 1905 çулхи кĕркунне революци ĕçĕсене хастар хутшăннă. 1905 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче Ярославльте демонстраци вăхăтĕнче Федорова амантаççĕ. Хупса хурасран вăхăтлăх отпуск илсе яла таврăнать вăл, каярахпа Хусанта надзирательте ĕçлет. 1906 çулта Федоров «Волжский вестник» хаçатра пичетленме тытăнать. Малтанхи статйисене хаçатра «Серый», «Серый чувашин», «Симбиряк» псевдонимсемпе кăларнă, каярахпа Алюн Кевĕрли тесе алă пуснă. «Волжский вестник» хаçатра Г.Ф.Федоров хăйне тĕрмене хупса лартиччен ирĕклĕ темăллă 14 статья пичетленĕ. Вĕсенче ун чухне пурне те интереслентерекен политика ыйтăвĕсем вырăн тупнă. Пăва уесĕнчи чăваш тата тутар хресченĕсем еплерех пурăннине, тĕрлĕ событисем çине мĕнле пăхнине çутатнă автор. 1906 çулта Хусан эсерĕсем влаçа хăратас тесе террор ĕçĕсем тунă. Алюнова тата хаçатра ĕçленĕ ытти çынсене çав эсерсен партийĕнче тăраççĕ тесе арестленĕ. Федоровпа Архангельскине 1907 çулта Хусантан конвойпа илсе тухса каяççĕ, Германие ссылкăна ăсатаççĕ. Берлин хулинче те Алюнов лăпланса лармасть, Чĕмпĕрти «Волжские вести» хаçата «Сплошная драма» ятлă статья ярса парать. Унта вăл И.Я.Яковлева питленĕ пулнă. 1907 çулта Г.Ф.Федоров Раççее вăрттăн таврăнать. Тусĕсем пулăшнипе пĕр хресчен ячĕпе паспорт тутарать. Каярахпа вăл И.Я.Яковлева критиклесе татах та статьясем çырать. Алюнов хăй Яковлева критиклени усăсăр пулнине каярах йышăннă.

Г.А.Александровăн «Чувашские интеллигенты» /2002 ç/ кĕнекинчен çакă паллă: «Граждан вăрçине хутшăннă вăйсем халăха икĕ пая уйăрнă, пĕр енче – совет влаçне йышăннисем, тепринче – большевиксемпе Советсемсĕр Раççейшĕн кĕрешекенсем. Алюнов 1917 çулхи ноябрь уйăхĕнче Учредительнăй пухăва суйланнă. 1918 çулхи çурла уйăхĕнче Комучăн Хусан кĕпĕрнинчи уполномоченнăйĕн граждансен ĕçĕсемпе тăрăшакан пулăшуçи пулнă. Большевиксене хирĕç кĕрешме йыхравлакансен енче пулнă вăл. Комучăн юлашки ларăвĕ Самарта 1918 çулхи октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ. Унăн членĕсем 5-мĕшĕнче Ĕпхÿ /Уфа/ хулине тухса кайнă. Унта Раççейĕн çĕнĕ правительствине – Ĕпхÿ директорине – туса хунă. Комуча пĕтерсе Учредительнăй пуху съездне йĕркеленĕ. Унăн ĕçне Алюнов, темиçе комиссире тăнăскер, хастар хутшăннă. Ноябрь уйăхĕнче А.В.Колчак хăйĕн аллине Раççейĕн тĕп влаçне илни çинчен пĕлтерсен съезда салатса янă, унта тăнисене арестленĕ. Пĕр пайне Омскра персе вĕлернĕ, вилĕмрен çăлăннисем чикĕ леш енне тарнă. Алюнов шуррисемпе пĕрле Тобольска çитнĕ. Хулана Хĕрлĕ Çар тытса илсен ăна чекистсем 1920 çулхи июль уйăхĕнче арестлесе Хусана илсе килнĕ. Вăл Хусан тĕрминче вилнĕ».

Г.Алюнов 1921 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Унăн пурнăçĕн Хусан тĕрминчи юлашки кунĕсене ун чухне Шупашкар уесĕнчи /халĕ Муркаш районĕ/ Юнкăпуç ялĕнче пурăннă А.С.Тепеев çырса кăтартнă. Вăл Гавриил Федоровича 1917 çултанпа пĕлнĕ, унпа тĕрмере 1921 çулхи апрель уйăхĕнчен пĕр камерăра ларнă. 1921 çулта Тепеев Н.В.Никольские çакăн пек çырса пĕлтернĕ: «Эпĕ Алюнова Хусан кĕпĕрни тĕрминче 1921 çулхи апрель уйăхĕнче тĕл пултăм, вăл питĕ пусăрăнчăк кăмăллă тата чирлĕччĕ… Чун хавалĕ питĕ начарччĕ. Уйрăмах вăл революци влаçĕ хăйне – патша влаçĕ тĕрмене лартса, ссылкăна тата тăван çĕршывран кăларса ярса нушалантарнă революционера, кăштах та пулин тав тума та пĕлменнишĕн кулянатчĕ. Ытла çăмăллăх памасан та, хăйĕнпе хăть çын ретлĕ те пулин пулманшăн ÿпкелетчĕ. Чирлĕ çынна тивĕçтермен çителĕксĕр апат-çимĕçе, чи ансат медицина пулăшăвĕ çуккине пула вăл июнь уйăхĕн пуçламăшĕнченпе урăх тăмаслах вырăнпах выртрĕ…».

1918 çулта Хусанта пурăннă чух 42 çулхи Алюнов авланнă пулнă – Хусанта чăмăртаннă чăваш театрĕн артисткипе Елена Константиновна Мироновăпа пĕрлешнĕ. Вĕсен 1 ача çуралнă, ăна Лиза ят панă.

Алюнов вилнине пĕлсен И.Я.Яковлев çапла каланă: «Талантлă çынччĕ, эпĕ вăл ăсчах пулать тенĕччĕ, вăл, авă, ăçта кайрĕ!».

С.ГОЛУБЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code