Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çĕнĕ Арланкассинче çĕнĕ ФАП уçăлĕ

Çĕнĕ Арланкассинче çĕнĕ ФАП уçăлĕ

«Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшса сывлăх сыхлавĕн çурчĕсене çĕнетесси тĕп вырăн йышăнать.

Çавна май Чăваш Енре хальхи йышши фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассине анлă çул хываççĕ. Кăçал республикăра 6 ФАП хута каймалла. Вăл шутран – Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче те.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова пулас ФАП вырăнне çитсе курнă, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Георгий Зайцевпа умри тĕллевсене пăхса тухнă.

ФАП сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хăйĕн алăкне уçĕ. Хальлĕхе Галина Александрова медсестра чирлисене ялти культура çуртĕнче йышăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code