Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инфекци – юнашарах

Инфекци – юнашарах

Республикăри оперативлă штаб хыпарлавĕ тăрăх, коронавируспа чирлекенсен йышĕ эрнесерен чакса пырать. Анчах лăпланма иртерех, инфекци ниçта та çухалман – пирĕнпе юнашарах.

Хăрушлăх сĕврĕлменнине районти кăтарту та çирĕплетет – ĕнерхи куна 101 çынна регистрациленĕ. Çавăнпа чару мерисем çаплах вăйра юлаççĕ-ха: дистанцие пăхăнасси, халăх йышлă вырăнта маска тăхăнасси. Çакна лавккасенче е ытти учрежденисенче уйрăмах çирĕп пăхăнни кирлĕ.

Вырăнсенчи лару-тăрупа паллашас, профилактика мероприятийĕсем йĕркелес тĕлĕшпе мобильлĕ ушкăнсем çав-çавах рейдсем ирттереççĕ. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр тата ВДПО ĕçченĕсем те çак кунсенче Çирĕклĕ Шăхальти ватăсем вăхăтлăх пурăнакан стационар уйрăмĕнче пулнă, инфекцие хирĕçле профилактика ĕçĕсене лайăх йĕркеленине палăртнă.

Умра – кĕркунне, грипп тата ОРВИ сезонĕ çывхарать. Çавăнпа вакцинаци тăвассине те халех шута илес пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code