Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирлĕ лаборатори

Кирлĕ лаборатори

Уйăх каялла кăна-ха Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев Федерацин «Тĕп наукăпа методика ветеринари лабораторийĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн филиалне Шупашкарта уçассине хăвăртлатмалли çинчен каланăччĕ пĕр канашлура.

Ку йышши филиал республикăра кирли куç кĕрет. Çакна регионти предприяти-хуçалăх ĕçченĕсем те çирĕплетнĕччĕ лаборатори ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура, филиал çитес вăхăтра ĕçлесе каясса шанни пирки те каланăччĕ ун чухне.

Чăваш Енре лаборатори таврашĕ çук мар. Анчах та хăш-пĕринпе тĕпчевсем ирттерме ытти регионсене кайма тивет: Хусана, Чулхулана, Самарăна.

Çĕнĕ филиалта пур енлĕн тĕпчевсем ирттерни паха. Чĕр чунсен, кайăк-кĕшĕксен, пулăсен тата пыл хурчĕсен чирĕсене тĕпчеççĕ. «Апат-çимĕçе ăçта тĕрĕслеттерме пулать-ши;» – ыйтăва час-часах илтме пулать. Ăнланмалла, кашниех лайăх продукци туянасшăн. Апат-çимĕç пахалăхне пĕлес текен çынсен ыйтăвĕсене те тивĕçтерĕç. Продукцие тата вăрлăха сертификацилессипе тата декларацилессипе çыхăннă ĕçе те тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Продукци эксперт пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшсе тăнине те хаклать филиал.

Çĕр надзорĕпе çыхăннă ĕçре тăпрана тĕпчеттермесĕр пулмасть паллах. Халĕ çĕре Чулхулана тата Самарăна тĕпчеве ямалла. Малашне вара филиал çак ĕçе пурнăçлама пробăсене Шупашкартах илме пултарнине пĕлтерет.

Çĕр вĕт яланах калаçтарать. Тĕрĕслевсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕх сахал мар тупса палăртаççĕ. Çак категориллĕ çĕр çинче хăйăр кăларас йĕркене пăхăнманни темиçе районта та пулчĕ юлашки çулсенче. Ытларах чухне рекультиваци проекчĕ çукки сăмахлаттарать. Ăна ăçта тумалли пирки те ыйту сиксе тухать. Çĕнĕ филиал ку енпе пулăшма пултарнине палăртас килет. Кунсăр пуçне çĕр пулăхлăхĕ пирки те пĕтĕмлетсе документсем хатĕрлеме пултараççĕ унта.

Ытти ĕçсем пирки регионти Россельхознадзор управленине шăнкăравласа е сайтра вуласа пĕлме пулать. Хальлĕхе кунта пробăсене йышăнма темиçе пÿлĕм уйăрнă.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code