Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Культура ĕçне – пурнăç ыйтнă шая

Культура ĕçне – пурнăç ыйтнă шая

Юлашки çулсенче районти культура учрежденийĕсем хăйсен сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетсе улăштарни куç умĕнче. Пĕринче те тепринче юсав ĕçĕсем иртеççĕ, çĕнĕ технологисемпе пуянланса пыраççĕ. Культура сферинчи ĕç-хĕлпе интересленсе район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçипе Зарема Князевăпа тĕл пултăмăр.

– Зарема Олеговна, эсир муниципалитет тытăмĕнче ĕçлеме тытăнни икĕ çул çурă иртрĕ. Хаçат тусĕсен пĕлес килет: ĕç биографине ăçтан пуçăннă çамрăк ертÿçĕ?

– Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ, каярахпа культура институтне пĕтернĕ. Ĕç кĕнекине 2011 çулта уçнă. Малтанах тăван ялти – Лаш Таяпари вăтам шкулта тата ача садĕнче ачасене музыкăна вĕрентнĕ. Унтан культурăра ĕçлеме йыхравларĕç. Малтанах методистра, унтан культура çурчĕн директорне лартрĕç те тÿрех унăн хăтлăхĕпе илемĕшĕн тăрăшмалли курăнчĕ. Мĕн тумалла, мĕнрен пуçăнмалла? Çавăнпа та чи малтанах тăван ял пурнăçĕнчен, унăн аталанăвĕнчен, ăна илем кÿрессинчен аякра тăман ентешсем хамăр тăрăха килсессĕнех вĕсемпе тĕл пулса калаçрăм, хамăн шухăша пĕлтертĕм. Ара, хуçана çурт умĕнченех хаклама пулать вĕт. Яла инçетри хăнасем те сахал мар килеççĕ, илемлĕ те хăтлă культура çуртне кĕрсе калаçса ларма, концерт-спектакль курма та кăмăллă. Юрий Попов, Владимир Меметов, Анатолий Князев меценатсем культура ĕçне тимлĕх уйăрни хавхаланса ĕçлеме хистетчĕ. Район ертÿçисем пулăшу аллине тăсни тăрăшас хастарлăха ÿстерчĕ. 2014 çулта культура çуртне модернизацилесе 400 пин тенкĕлĕх музыка оборудованийĕ, сцена костюмĕсем туянтăмăр. 2015 çулта та лăпкăн лараймарăмăр, патшалăх уйăрнă 700 пин тенкĕпе çумăр анакан çуртăн çи виттине тĕпрен улăштартăмăр. 2016 çулта вара пысăк юсав ĕçнех пуçăнтăмăр. Пире уйăрнă 2 миллион та 124 пин тенкĕпе çуртăн шал енне пĕтĕмпех тата цоколь пайне çĕнетрĕмĕр, никĕсне çирĕплетрĕмĕр.

Унтан мана Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмне ĕçлеме чĕнчĕç. Малтанах ачасемпе ĕçлекен методистра тăрăшрăм. Çулталăкран директора лартрĕç. Çак пукан çинче ларнă тăватă уйăхра тунă ĕçсенчен пĕри – фойене 250 вырăнлăх гардероб вырнаçтарни. Унчченех:«Епле-ха капла, район центрĕнчи культура çуртĕнче гардероб çук?» – текен шухăш канăç памастчĕ. Çавăн пекех ялта ĕçленĕ чухнех Елчĕке тĕрлĕ смотр-конкурссене илсе килекен фольклор ушкăнĕсене, вĕсен йышĕнче ачасем те йышлă, кĕпе вĕççĕн, туфлипе хĕл кунĕнче туалета каясси чĕр нушаччĕ. Çавăнпа та ăна тăвас ыйту пуçран тухмарĕ. Манăн шухăша район ертÿлĕхĕ ăнланчĕ, май килнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшрĕç.

– Районти çăмăл мар отрасле ертсе пыма пуçличчен сирĕн ĕç опычĕ самаях пухăннă апла?

– Çын ĕçлесе опыт пухать. Паян ялти культура çуртне тытса пыма та çăмăл мар. Ертÿçĕн тĕп тивĕçĕ юрласа-ташласси мар-çке, çурта, территорие типтерлĕ тытса тăмалла, ачасемпе çамрăксен, аслă ăру çыннисен канăвне хаваслă та интереслĕ ирттермелле, талантлă ял çыннисене хăйсен йĕри-тавра пухмалла, вĕсен ăсталăхне ÿстерсе пымалла… Районти ертÿçĕн вара чун-чĕри юрласассăн та тивĕçĕсемпе тĕллевĕсем калама çук пысăк, яваплă. Унăн тĕрлĕ енлĕ аталанмалла, документсемпе нумай ĕçлемелле, районти мĕнпур культура учрежденийĕсене çĕнетсе пурнăç ыйтнă шая çитермелле, унта тăрăшакансене тивĕçлĕ условисем туса памалла, кашнийĕпе пĕр чĕлхе тупмалла… Çавăнпах малтанлăха шикленеттĕм те. Майĕпен хăнăхса пыратăп пулĕ тетĕп.

– Шăпах эсир ĕçлеме пуçланă çулсенче патшалăх культура çурчĕсене тата пысăк тимлĕх уйăрма пуçлани сисĕнчĕ.

– Чи малтанах «Культура» наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пынине палăртмалла. Ку енĕпе федераци, республика, район бюджечĕсенчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăрма пуçларĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи çынсен пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» 118-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн чи малтанах Кĕçĕн Таяпари, Аслă Таяпари культура çурчĕсене çĕнетме май килчĕ. Çавăн пекех вĕсем 500-шер пин тенкĕлĕх çутăпа сасă оборудованийĕсемпе пуянланчĕç. Районти культура çурчĕ те çитес вăхăтра сценăн çĕнĕ тумĕпе тата артистсем валли костюмсемпе пуянланĕ.

– Кăçалхи ĕçсем те курăмлă, кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех культура çурчĕсем шап-шурă пластик чÿречесемпе илемлĕн çуталса лараççĕ…

– Чăннипех те кăçал маларах асăннă указпа килĕшÿллĕн Тăрăмри, Çĕнĕ Эйпеçри, Ĕнелти, Акчелти, Хăвăлçырмари, Сăрьелти культура çурчĕсенче, районти тĕп, Аслă Елчĕкри, Аслă Таяпари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи библиотекăсенче, районти архивра тĕрлĕ юсав ĕçĕсем – çурт çи виттинчен пуçласа урай сарни таранччен – иртрĕç. Вĕсене пурнăçлама федераци, республика тата район пĕтĕмпе 37138 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех районти тĕп библиотекăн пурлăхпа техника никĕсĕ çĕнелнипе пĕрлех кĕнекесен фончĕ пуянланнине те палăртмасăр иртеймĕн. Елчĕкри централизациленĕ клуб ĕçченĕсем те, сцена та хăйĕн тумĕсене улăштарчĕç.

Чăваш Ен автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă программăпа килĕшÿллĕн районти централизациленĕ клубăн шалти пÿлĕмĕсене çĕнетме тата сценăна хуларинчен кая мар ăсталама 6 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех «Культура» наци проекчĕпе клубăн никĕсне çирĕплетме, тăррине тата маччине улăштарма 10772 пин тенкĕ, музыка оборудованийĕ туянма 4 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Август уйăхĕн вĕçĕнче кунти мĕнпур ĕçе вĕçлеме палăртнă.

– Республикăра «Вырăнти культура çурчĕ» проект те ăнăçлă ĕçлет. Зарема Олеговна, Елчĕксем ку проекта мĕнле йышăнаççĕ?

– Хавхаланса. Çавăнпа та вырăнта тума палăртнă ĕçсен проекчĕсене маларах хатĕрлесе хуни паха. Ир тăракан çерçи тутă пулнă тенĕ евĕр, ку енĕпе ял тăрăхĕсем те çаврăнăçулăх кăтартаççĕ. Кирек мĕнле ĕç пуçарас тесен те малтан проект, смета тумалла, ăна экспертиза витĕр кăлармалла тата ытти те. Тепĕр чухне çĕр çывăрмасăр та ĕçлетĕн, патшалăх пулăшăвне илсен вара епле савăнмăн. Кăçал кăна çак программăна хутшăнса Шăмалаксем культура çурчĕн тăррине тата чÿречисене улăштарчĕç. Ун валли 1500 пин тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕ Пăвасем вара 328 пин тенкĕлĕх музыка оборудованийĕ туянчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, кăçал кăна 13 объектра юсав ĕçĕсем иртнĕ, 3 клуб сасă хатĕрĕсемпе пуянланнă, Аслă Пăла Тимешри культура çуртне 500 пин тенкĕлĕх креслăсем туянма палăртнă.

Культура çурчĕсем хитреленни, вĕсем чăннипех те ял илемĕ пулса тăни питĕ вырăнлă, анчах вĕсенче ятарлă пĕлÿллĕ специалистсем çителĕксĕр.

– Чăннипех те çапла. Çавах та манăн чи малтанах культура сферинче нумай çул чунĕсене парса ĕçлекен ĕçтешсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсен пуян опычĕ, пултарулăхĕ пире, çамрăксене, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать. Паянхи кун районти 7 культура учрежденийĕнче – Элекçей Тимешри ремесла çуртĕнче, Хĕрлĕçырта, Аслă Елчĕкре, Кавалта, Çĕнĕ Арланкассинче, Кивĕ Эйпеçре ĕçлекен çук. Район центрĕнче те ваканси пур. Çавăнпа та пултаруллă, тăван ялăн культурине, ĕмĕрсем хушши çирĕпленнĕ йăла-йĕркине, халăхăн пуян культурине упраса хăварас, малалла аталантарас ĕмĕт-шухăшлă теветкеллĕ çамрăксене хамăр пата йыхравлатпăр. Ятарлă пĕлÿ çук пулсан – тĕрлĕ курссене, семинарсене, училищĕсемпе институтсене вĕренме яратпăр.

Библиотекарьсене илес пулсан – вĕсем çителĕклĕ.

– Кăçал çĕршыв, республика шайĕнчи пысăк событиллĕ паллă çулталăк. Паллă сăлтава пула халăх уявсенче савăнса канаймарĕ. Коронавирус культура ĕçченĕсен хастарлăхне чакармарĕ-ши?

– Культура çурчĕсемпе библиотекăсене халăх çÿрессине вăхăтлăха чарса лартрĕç пулин те, пĕр учреждени те паллă пулăмсенчен пăрăнман. Хăйсен кулленхи ĕçĕсене тĕрлĕ социаллă сетьсенче çутатсах тăнă. Кашни уяврах онлайн мелĕпе тĕрлĕ ĕç хатĕрленĕ. Цифра технологийĕ вăйлă аталаннă май иртнĕ çул вĕçĕнче районти библиотекăсем 22 компьютерпа пуянланчĕç. Çавăнпа та ялсенче çĕнĕ технологисем ĕçе кĕрсех пырасси çÿллĕ шайра. Компьютера алла илеймен ĕçчен çук пирĕн.

– Зарема Олеговна, мĕн тунипе лăпланса лараймăн, çитес çулхи тĕллевсем пирки те пĕлес килет.

– Тата 15 культура çуртне юсаса çĕнетесшĕн. Унсăр пуçне районти туризма аталантармалли проектсем хатĕрлес ĕç пырать. Музей çуртне тăвас ыйту та малти вырăнта тăрать. Пулас çуртăн проектпа смета докуменчĕсем хатĕр, вырăнне те палăртнă. Çак тĕлĕшпе ятарлă программа пуласса çеç чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Умри ĕçсем хăратмаççĕ, тăрăшса ĕçлеме çеç хавхалантараççĕ.«Кирек мĕнле ĕçе те юратса пурнăçламалла. Ун чухне темле начар ĕç те пултарулăх шайне çĕкленет», – тенĕ вырăссен паллă писателĕ М. Горький. Ĕçе кăмăлтан туни çыннăн культура шайне те ÿстерет.

– Умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу та хастарлăх сире.

– Тавах.

В.КИРИЛЛОВА калаçнă.

Сăн ÿкерчĕкре: З.Князева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code