Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сунар тапхăрĕ пырать

Сунар тапхăрĕ пырать

Июлĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре вĕçен кайăксене тытма ирĕк паракан сунар тапхăрĕ пуçланнă.

Сунара йытăпа тухакансен шурлăх-çаран кайăкĕсене июлĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен тытма юрать. Хыр вăрманĕнче, çеçен хирте тата уйра пурăнакан кайăксене вара августăн 5-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен тытма ирĕк панă.

Йытăсăр сунарçăсем шурлăх-çаран, уй тата çеçен хир кайăкĕсене августăн 21-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен тытаяççĕ. Хыр вăрманĕнчи кайăксене – августăн 21-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен.

Шыв кайăкне тытма ирĕк паракан вăхăт пурин те пĕрешкел – августăн 21-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code