Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслă ăрурисен сывлăхĕ тĕп вырăнта

Аслă ăрурисен сывлăхĕ тĕп вырăнта

Районта тĕрлĕ сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем йышлăн. Çавна май аслă ăру çыннисен ĕмĕрĕ вăрăма тăсăлтăр, вĕсем активлă та сывлăхлă пулччăр тесе тимлесси районти сывлăх сыхлавĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Ватăсене нумай çул тата сывлăхлă пурăнма пулăшас тесе «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Аслă ăру» проект пурнăçа кĕрсе пырать.

Районти ватăсен сывлăхĕшĕн тăрăшса Людмила Миллина терапевт, гериатр тухтăр час-часах ватă çынсем патне тухса çÿрет, тĕрлĕ калаçусем ирттерет. Аслă ăрури çынсене профилактика тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци витĕр кăларассине тивĕçлипе йĕркеленĕ. 60 çултан иртнисене стационарта вырттарса сиплес плана та тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. Сывлăх шкулĕнче аслă ăрурисене тĕрлĕ чир-чĕр пирки тĕплĕн ăнлантарса параççĕ, инфекци чирĕсенчен хÿтĕленмелли çинчен асăрхаттараççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни – харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшни. Кашни ялтах тивĕçлĕ канăва тухнисен йышĕнче скандинави уттипе кăсăкланакансем пур. Каç сĕмĕ çапсанах урамсенче ушкăнпа утакансене курма пулать.

Юлашки вăхăтра ялсенче спорт площадкисем çĕкленсе ларчĕç. Пушă вăхăт тупăнсанах ватă çынсем унта тĕрлĕ хусканусем тума васкаççĕ.

– Хамăр ĕмĕре вăрăма тăсасси хамăртанах килет. Спорт вăл – сывă пурнăç йĕрки, – теççĕ ĕç ветеранĕсем çамрăк чухнехи хастарлăха аса илнĕ май.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code