Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Вĕренме кайма пулăш»

«Вĕренме кайма пулăш»

Пĕтĕм Раççейри акцие районти шкулсем хастар хутшăнчĕç.

Çулсеренех вĕренÿ çулĕ умĕн çак акцие хутшăнса ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене, нумай ачаллă, сахал тупăшлă тата йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене пулăшасси ырă йăлана кĕчĕ.

Калăпăр, пĕр ача çитĕнекен çемьене сăрă, кăранташ, пластилин е дневник туянасси темех мар тейĕпĕр, енчен те шкула харăсах 4 е унтан та ытларах пепке каять пулсан – шутламалăх пур. Çавăнпа та ку чухне ырă çынсен пулăшăвĕ питĕ вырăнлă. Шкул коллективĕсем кăна мар, кирек кам та ыр кăмăллăх акцине хутшăнма пултарать. Аслă Таяпа шкулĕнчи «Ырă чĕре» доброволецсен отрячĕн волонтерĕсем те нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен пĕчĕк тусĕсене тетрадьсем, сăрăсем парнеленĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Аслă Таяпа шкулĕнчи «Ырă чĕре» волонтерĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code