Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ Канаш

Çĕнĕ Канаш

Районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районта çĕнĕ пĕрлешÿ – обществăлла Канаш туса хунă. Организациллĕ ларура унăн председателĕ пулма Анатолий Молоствова, заместительне Ирина Аникинăна суйланă.

Обществăлла Канашра 9 çынран тăракан виçĕ комисси ĕçлесе пырĕ. Вĕсем район администрацийĕпе, обществăлла организацисемпе тата ытти тытăмсемпе тĕрлĕ ыйтусене пĕрле татса парассипе ĕçлĕç.

Канаш ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăннă, тивĕçлĕ сĕнÿсем панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code