Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвестици ыйтăвĕ – тĕп вырăнта

Инвестици ыйтăвĕ – тĕп вырăнта

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ кунсенче Мускавра пулса иртнĕ Гайдар форумне хутшăннă.

Форума РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕ йышăннă. Унта 30 ытла çĕршывран килнĕ 15 пине яхăн çын пухăннă. 85 сессире бизнеса аталантарасси, ют çĕршыв инвесторĕсене илĕртесси тата ытти пирки калаçнă. Мероприяти «Инвестици илĕртÿлĕхĕнчен экономика патне» ĕçлĕ калаçуран пуçланнă. Сăмах май, юлашки çулсенче Чăваш Ен инвестицисен наци рейтингĕнче чи лайăххисен йышĕнче. Калăпăр, пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарта теплица комплексĕ хута кайнă, Канаш хулин инженери инфратытăмне аталантарнă, Шупашкарта индустри паркĕсем ĕçе пуçăннă тата ытти те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code