Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх пурнăçне хăтлăлатма

Халăх пурнăçне хăтлăлатма

Юнкун иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен представителĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова хутшăнчĕç, вĕсем Елчĕк ял тăрăхĕнче пулчĕç.

Елена Романова Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ аптека коллективĕпе, Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. Кун йĕркинчи кашни тема çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ ертÿçĕ. Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» 118-мĕш номерлĕ Указĕпе паллаштарасси тĕп темăсенчен пĕри пулчĕ. Халăх пурнăçне хăтлăх кÿрес тĕллевпе йышăннă документра республикăра 2020 çулта чи малтан пурнăçламалли ĕçсене – вĕрентÿ тытăмне инноваци çулĕпе аталантарасси, ачасемпе çамрăксене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани паракан вĕрентÿ тытăмне никĕслеме, граждансен пултарулăхне аталантарма, физкультурăпа тата спортпа туслашма çителĕклĕ услови тăвасси, халăх сывлăхне çирĕплетесси, ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси, пурнăç тăршшĕне тăсасси тата ытти те – палăртнă. Республикăн 2020 çулхи тата 2021-2022 çулсенчи бюджечĕсене йышăннă чух 2020 çул валли вĕрентÿ тытăмне инноваци никĕсĕнче аталантармашкăн условисем тума – 1,2 млрд, сывлăх сыхлавĕн тухăçлă пирвайхи звенине йĕркелеме – 1 млрд, культура облаçĕнче хальхи вăхăтри условисем тума тата халăх пурăнакан вырăнсенче спорт инфратытăмне аталантарма – 500-шер млн, ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерекен тытăмсен тухăçлăхне пысăклатма 200 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. 2020 çулта çак тĕллевпе пурĕ 3,4 млрд тенкĕ уйăрма сĕннĕ.

Чăваш Енре наци проекчĕсем те ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынине палăртма кăмăллă. «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çул-йĕрĕ» приоритетлă проект /ăна пурнăçлама 2019 çулта 2,60 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă/ çул-йĕре тĕпрен юсама май панисĕр пуçне çĕннисене хывма та пулăшать. Унăн тĕп тĕллевĕ – палăртнă стандартсене тивĕçтерекен çул-йĕр хута ярасси, автомашинăсем уйрăмах йышлă çÿрекен вырăнсенче çулсене сарасси, хăрушă участоксенчи çул-йĕре юсаса аварисен, вилекенсен шутне чакарасси тата ытти те.

– Республикăри хăш та пĕр вырăнта ачасен шкулпа киле çыхăнтаракан маршручĕ федераци пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр урлă выртать. Çÿрев яланах пысăк вырăнсенче ачасем çул урлă каçнă чух час-часах инкек пулнине шута илсе эпĕ çак вырăнсенче çĕр айĕнчи каçăсем тума май паракан ятарлă проект хатĕрлерĕм. Ăна пурнăçа кĕртни ачасене çул-йĕр урлă чăрмавсăр каçма тата вĕсен пурнăçĕпе сывлăхне упраса хăварма май парĕ, – палăртрĕ Елена Владимировна.

Шкулта пулнă май вăл шкул пурнăçĕпе, ачасен вĕренĕвĕпе, уроксем хыççăн пушă вăхăтне епле ирттернипе, шкулти апатланупа, педагогсем ăнăçсăр тата йывăр çемьесемпе, шкул шайĕнче профилактика учетĕнче тăракан вĕренекенсемпе епле ĕçлесе пынипе те интересленчĕ, ку енĕпе документацие мĕнле йĕркелесе пынипе паллашрĕ.

Оксана Такмакова Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсемпе, Елчĕк халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене сÿтсе явнă, Елчĕк районĕнчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ, чир-чĕрпе кĕрешмелли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Почта ĕçченĕсемпе иртнĕ тĕл пулура 2020 çулхи çур çула хаçат-журнал çырăнтарас тема тĕп вырăнта пулнă.

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин тата ытти ĕçченсем Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче пушар профилактикин кунне ирттернĕ. Халăхпа иртнĕ тĕл пулура районти пушар тухнă тĕслĕхсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Кăçал районта 17 пушар пулнă. Вĕсенче пĕр çын та инкек тÿсмен. Çапах та «хĕрлĕ автан» 820 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Çак инкекрен хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнни, электроприборсемпе, ытти хатĕрсемпе тимлĕ те асăрхануллă пулни упрать.

Ертÿçĕсем çак кун халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елена Романова Елчĕк шкулĕнче Алена Максимова социаллă педагогпа тата директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕпе Ольга Кузьминăпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code