Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен Пуçлăхĕпе – уçă калаçу

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе – уçă калаçу

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев икĕ сехет ытла тăсăлнă журналистсемпе йĕркеленĕ тĕл пулăвĕнче республикăн социаллă пурнăçпа экономикăн хăвăрт аталанăвĕн программи çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă, ытти кирлĕ ыйтусене те сÿтсе явнă.

Уйрăм программа хальлĕхе проект шайĕнче. Ăна РФ Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ канашлура пăхса тухнă – халĕ программăна «якатас» ĕç пырать. Журналистсем уйрăм плана пурнăçланин кăтартăвĕ мĕнлерех пуласси, ĕç укçи пирки хускатнă ыйту çине Михаил Игнатьев çапла хурав панă: «5 çуллăха палăртакан программăра пĕтĕмпе 194 мероприяти ĕçе кĕмелле, çĕнĕ 17 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленмелле. Ĕç укçи пирки калас пулсан, ăна юлашки çулсенче вăтамран 2-шер пин тенкĕ ÿстерсе пынă. Паянхи вăтам кăтарту – 28580 тенкĕ /иртнĕ çулхинчен 8,3 процент ытларах/. Программăра 2024 çул тĕлне вăтам шалăва 1,9 хут ÿстерме палăртнă.

Коммуналлă хытă каяшсене пухас, тирпейлес ыйтусем те айккинче юлман. Ял-хулара каяшсене пухмалли площадкăсен 95 проценчĕ хатĕр ĕнтĕ, контейнерсен 70 процентне вырнаçтарса лартнă. Çак ĕçе çапла ăнăçлă йĕркеленĕ регион çĕршывра урăх çук.

2015 çулта йышăннă «Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕçлемелле» программа пирки каланă май Михаил Игнатьев халăха шантарнине туллин пурнăçланине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code