Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Комплекслă бригадăсенче — отчетлă пухусем

Комплекслă бригадăсенче — отчетлă пухусем

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕп пуху умĕн мĕн пур бригадăра çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене малтан тишкерсе хак парасси йăлана кĕнĕ.

Кашни ялта иртнĕ çак пухусенче бригадирсемпе фермăсен заведующийĕсем тухса калаçнă. Вĕсем çулталăка мĕнле кăтартусемпе вĕçлени çинчен анчах мар, умри йывăрлăхсем, вĕсенчен хăтăлмалли майсем пирки те чарăнса тăнă. Александр Романов тĕп зоотехник выльăх-чĕрлĕх, Петр Анисимов тĕп агроном ỹсен-тăран отраслĕсенчи 2017 çулхи кăтартусемпе, кăçал пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарнă.

Ял хуçалăх предприятийĕн тата бригадăсенчи Хисеп Хăми çине кĕртме тивĕçлĕ ĕçченсен кандидатурисене палăртнă. Çак ыйтăва тĕп пуху умĕн правлени ларăвĕнче татса памалла.

Пухусен ĕçне Гурий Федоров председатель пĕтĕмлетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code